Халăх сывлăхĕ - чи хакли
«СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ» Наци проектне пурнăçласа, юлашки çулсенче Раççейре 6 пин медицина объектне модернизациленĕ. Çĕр-шывра хальхи ыйтусене тивĕçтерекен оборудованипе пуянлатнă чĕрепе юн тымарĕсен 100 центрĕ уçăлнă. Хальхи вăхăтра мĕн пур эмелĕн 70 процентне хамăр патăмăрта туса кăлараççĕ, Раççей ют çĕр-шывсене те эмел чылай сутать. 2024-çулта 100 миллион ытла çын профилактика тĕрĕслевĕпе диспансеризаци иртнĕ, çакă халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ.