Хисеплĕ ят панă
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧЕ нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата ĕçри пысăк çитĕнỹшĕн «АгроТрансПорт» ООО тĕп агрономне Ильдар Мирзович Усманова «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят панă.
«АгроТрансПорт» хуçалăх Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Кивĕ Чукал тата Чукал ял территори уйрăмĕсен çĕрĕсемпе усă курать, 2024-çулта пысăк тухăç илнипе палăрнă.