Олимпиадăра çĕнтернĕ
ШĂМĂРШĂРИ централизациленĕ клуб системи (ертỹçи _ А.И.Сатеев) пире ырă хыпарпа савăнтарсах тăрать. ЦКС çумĕнчи «Фламинго» ача-пăча ташă ансамблĕ Раштав умĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пĕлỹ парнеле» («Подари знание») олимпиадăна хутшăннă. Олимпиада тест формачĕпе иртнĕ.
«Фламинго» ансамбль участници Пелагея Малова «Шкула кайичченхи пултарулăх» номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, хастар хĕр ачана Дипломпа чысланă. Çак çĕнтерỹре Валентина Кузьмина кураторăн тỹпи те пысăк.