Паллă пулăма - тивĕçлипе

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2025-çул Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕ май, республикăра туса ирттермелли ĕç-пуçăн планне йĕркеленĕ.

_ Чăваш Республикинче ирттерме палăртнă мероприятисен шучĕ паянхи кун тĕлне 80-а çитрĕ. Апла пулин те сĕнỹсем килсех тăраççĕ. Ĕç планĕ улшăнсах тăрать. Мероприятисене йĕркелекен, хатĕрлекен тата вĕсене ирттернине тĕрĕслекен власть органĕсем кирлĕ, _ пĕлтернĕ Олег Алексеевич.

Йĕркелỹ комитетне ЧР министерствисен тата ведомствисен представителĕсем кĕнĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ _ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пырать. Организаци тата техника тивĕçтерĕвĕшĕн Чăваш Енĕн Ĕçлев министерстви яваплă пулĕ.

Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан ветерансем çине тимлĕх уйăрĕç. Паянхи кун пирĕн регионта Çĕнтерỹ кунĕнче чысламалли 3,1 пин çын шутланать. Вĕсен йышĕнче _ Аслă Аттелĕх вăрçин 54 участникĕ тата инваличĕ, 2,3 пин тыл ĕçченĕ, вăрçă участникĕсен 874 тăлăх арăмĕ, фашизмăн тыткăнĕнче ачалла асапланнă 26 çын, «Ленинград блокадинче пурăннă çынна» палла тивĕçнĕ 24 гражданин. З.Свеклова.



17 января 2025
11:21
Поделиться