Преступленисене уçса парасси _ тĕп тивĕç

2024-çулта Шăмăршăри полици уйрăмĕ 85 преступление шута илнĕ. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр 3 престу- плени ытларах тунă. Мĕн пур преступленин 63 процентне уçса пама пултартăмăр. Çав шутра _ наркотик сутнипе çыхăннă уйрăмах йывăр 1 преступлени.

Ют пурлăха вăрланă 27 преступление (2023-çулта _ 28 преступлени) шута илнĕ пулсан, 14 преступление уçса панă.

Интернет сечĕпе çыхăннă 11 преступленин 25 процентне камсем тунине тупса палăртнă, шырав ĕçĕ малалла пырать. Кĕсье телефонĕпе усă курса тунă 6 преступление те уçса пама тăрăшăпăр.

Мошенниксем 9 преступлени тунине палăртнă пулсан, хальлĕхе 12,5 процентне уçса панă. 2024-çулта компьютер информацийĕн сферинче 13 преступлени тунине шута илнĕ, çавăн 30,8 процентне уçса пама пултартăмăр. Преступниксем 1515000 тенкĕлĕх сиен кỹнĕ пулсан, 22 пин тенкине шыраса илнĕ.

Н.ТЕПИТОВ,

Шăмăршăри полици уйрăмĕн начальникĕ.



17 января 2025
11:33
Поделиться