Пĕрлĕхе кăтартрĕç

Округ çыннисем СВОра тăракан Гордей (ентеш) тата ун юлташĕсем урлă Курск облаçне икĕ КамАЗпа гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç.

Шăмăршăри уйрăм предпринимательсем: Владимир Максимов _ хăма, Евгенипе Вячеслав Кудряшовсем _ строительство материалĕ, Пуянкасси ял территори уйрăмĕ _ 2 маскировка сетки, кунти пуçламăш шкулпа магазинсем тата ял халăхĕ _ апат- çимĕç, Ираида Тимофеева _ пĕр михĕ сахăр песукĕ, Александр Тимофеев _ 17 пыл карасĕ, Патирекри Нина Балянина _ 2 витре сало пачĕç. Пархатарлă ĕçе йĕркелеме «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партин вырăнти уйрăмĕ те хутшăнчĕ.

Округ çыннисем, чăннипех те, гражданла тĕрĕс позици йышăннине палăртмалла. Чыс та мухтав вĕсене! Л.Гордеева.



17 января 2025
11:20
Поделиться