Пур Шăмăршăра Корчагин урамĕ

 

ФРОНТОВИКСЕМ чĕрĕ-сывă чухне район хаçатĕнче вĕсен аса илĕвĕ тăтăш пичетленетчĕ, çак паттăрсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен пĕр хитрелетмесĕр, пĕрре те мухтанмасăр каласа паратчĕç.

Чăнах та, хаçатра ун чух вăрçăри кашни çухату çинчен çырма юраман, çакăншăн фронтовиксем журналистсене ỹпкелетчĕç те. Мĕн тăвăн, самани çапла пулнă, парти обкомĕпе райкомĕ ытларах çитĕнỹ пирки çырма хушнă.

Апла пулин те, вăрçă участникĕсен чунĕсене ыраттарса çырнă аса илĕвне эпир пĕр улăштармасăр пичетлеме тăрăшаттăмăр.

Ас тăватăп-ха: Аслă Çĕнтерỹ 50 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ чух Шăмăршă районĕнче вăрçă паттăрĕсен ячĕпе миçе урам хисепленнине тишкерсе тухнăччĕ. Пурĕ те икĕ урам çеç иккен: Совет Союзĕн Геройне Виталий Урукова тата вăрçă паттăрне Владимир Корчагина асăнса панăскерсем.

Чăнах та, темиçе çул иртсен _ райхаçат редакцийĕ тăрăшнипе _ Елисей Афанасьев, Мефодий Денисов, Зейдулла Сейфутдинов, Илпек Микулайĕ, Владимир Бараев фронтовиксен ячĕллĕ урамсем те «çуралчĕç».

 Виталий Урукова пурте пĕлнĕ-ха, ун ячĕпе районта кашни çулах тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Владимир Корчагина вара вăтăр çул каялла Шăмăршăра пĕлекен питĕ сахалччĕ, халĕ те центрти пĕр урама мĕншĕн унăн ятне панине тĕп- тĕрĕс калакан çукрах.

Владимир Петрович Корчагин 1921-çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Пăва хулинче служащи çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ _ Петр Григорьевичпа Евдокия Андреевна _ Шăмăршă тăрăхĕнчи Никишино ялĕнчен. Петр Григорьевич Пăва уесĕнче совет влаçне çирĕплетекенсенчен пĕри пулнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш _ 40-мĕш çулĕсенче партипе совет органĕсенче ĕçленĕ.

1965-çул пуçламăшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем _ Владимир Корчагин çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе _ СССР Оборона министерствин архивне çыру янă. Çав çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче шкула хурав килнĕ. Çырăвăн вырăсла çырнă текстне илсе кăтартатăп:

«СПРАВКА

Архива Министерства Обороны СССР от 13 апреля 1965 года, выданная пионерам 5 класса Шемуршинской средней школы Чувашской АССР. Дорогие ребята! Нами установлено, что Корчагин В.П. родился 8 сентября 1921 года в г.Буинск Татарской АССР в семье служащего. Его отец, Петр Григорьевич, в течение ряда лет после революции работал в партийно-советских органах, мать, Евдокия Андреевна _ домохозяйка. После окончания Шемуршинской школы в 1939 году Владимир Корчагин стал работать заведующим отделов кадров Шемуршинского РК ВЛКСМ. В комсомол вступил в декабре 1936 года, а кандидатом в члены ВКП (б) _ в октябре 1939 года. В декабре 1939 года был призван в Красную Армию и проходил службу до июля 1941 года рядовым 203-го артиллеристского полка. В июле 1941 года он направлен на учебу в Военно-политическое училище им. М.В.Фрунзе, которое окончил в марте 1942 года, и был назначен военным комиссаром батареи 121-го артиллерийского полка».

1941-çулхи августăн 8-мĕшĕнче Володя хăйĕн шăллĕ _ Леонид патне çырнă çыруран: «Леня! Эпĕ РККА командирĕ пулма вĕренетĕп, хамăн подразделение Тăван çĕр-шывшăн çапăçма хăюллăн ертсе кайăп». Училищĕрен вĕренсе тухсан Володя Корчагин кĕçĕн лейтенант хăйĕн взвочĕпе Сталинград хулишĕн пыракан хаяр çапăçăва хутшăнать. Йывăр аманнăскер, тăшман тыткăнне лекет. Фашистсем штабра хăйне допрос тунă чух, сĕтел çинче выртакан авăрланă пистолета питĕ хăвăрт ярса илсе, тăшманăн пысăк чинлă офицерне тĕп тăвать тата хăй те перĕнсе вилет. Комиссар паттăрлăхĕ çинчен «Красная звезда» хаçатра çырса кăларнă. («Красная звезда», 1943-çул, февралĕн 5-мĕшĕ).

Владимир Корчагин Сталинград вут-çулăмне кĕрес умĕн ашшĕпе амăшĕ патне çапла çырать: «Аттепе анне, ман- шăн ан пăшăрханăр. Эпĕ çак çапăçуран чĕрĕ тухаймасан сирĕн ывăлăр Тăван çĕр-шывшăн пуçне хунă тесе шутлăр. Вăрçă çухатусăр пулманнине эсир лайăх пĕлетĕр вĕт. Сирĕн ывăлăр Вова».

1943-çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Шăмăрша фронтран тепĕр хурлăхлă çыру та çитет. Унта командирсем Корчагинсен Леонид ывăлĕ _ Хĕрлĕ Çарăн кĕçĕн лейтенанчĕ _ фашист вăрă-хурахĕпе паттăррăн çапăçса вилни çинчен пĕлтернĕ.

Корчагинсен виççĕмĕш ывăлĕ _ Геннадий те офицер пулнă. 1929-çулта çуралнăскер, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăнайман, тивĕçлĕ канăва кайичченех артиллери чаçĕнче службăра тăрса подполковника çити ỹснĕ.

Паттăр офицерсен ашшĕ _ Петр Григорьевич Корчагин _ 1918-çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи хресчен депутатсен V-съезчĕн делегачĕ пулнă. Чăваш Автономи облаçне йĕркелесен облаçри контроль комиссийĕн инспекторĕнче тăрăшнă. 1931-1935-çулсенче ВКП (б) Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче вăй хунă, пирĕн тăрăхра колхозсем йĕркелес ĕçе тỹрремĕнех ертсе пынă.

Петр Григорьевич Йĕпреç районĕнчи МТСăн (машинăпа трактор станцийĕ) пĕрремĕш управляющийĕ пулнипе те историе кĕрсе юлнă. Каярахпа Чăваш АССР Хатĕрлев министерствин Первомайски (халĕ _ Патăрьел округĕн йышĕнче) районĕнчи уполномоченнăйĕнче, Патăрьел районĕнчи хатĕрлев кантурĕн директорĕнче ĕçленĕ.

Шăмăршăри пĕр урама Корчагин офицер ятне парассишĕн иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ Николай Васильевич Космовский нумай тăрăшнă. Эпир ăна çакăншăн тав тума тивĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ.



17 января 2025
13:40
Поделиться