Савăнăç куççулĕпе, чунтан тав туса
ВАТĂ ÇЫННА савăнтарма нумай кирлĕ-и? Тепĕр чух уншăн ăшă сăмах та _ чи хаклă эмел пекех. Çакна пирĕн пурсăмăрăн та асра тытмалла.
Савăнăç куççулĕпе, чунтан тав туса йышăнчĕç çак кунсенче Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта пурăнакан аслă ăру çыннисем ача-пăча концертне. Çак концерта вĕсем валли ятарласах Шăмăршă тата Патăрьел искусство шкулĕсенче вĕренекенсем хатĕрленĕ. Ачасем _ Светлана Кудряшовăпа Раиса Архипова преподавательсем ертсе пынипе _ ваттисене чăн-чăн уяв туса пачĕç. Пĕчĕк купăсçăсем, аккордеонистсем тата гитаристсем чун-чĕрене тыткăнлакан кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарчĕç.
«Татах килĕр, эпир сире тỹсеймесĕр кĕтетпĕр!» _ çапла каласа ăшшăн уйрăлчĕç ватă çынсем пултаруллă ачасемпе.