Штраф виçи ỹснĕ
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Патшалăх Думи çул-йĕр правилисене пăснăшăн тỹлемелли штраф виçине ỹстернĕ. Çак саккун 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Руль умне эрех-сăра ĕçсе ларнăшăн _ 45000 тенкĕ (унччен _ 30000) тенкĕ, хăрушсăрлăх пиçиххине (ремень) çыхманшăн _ 1500 тенкĕ (1000 тенкĕ), чарăнма юраман вырăнта чарăннăшăн е автомашинăна унта лартнăшăн _ 2250 тенкĕ (1500 тенкĕ), эрех-сăра ĕçнине тĕрĕслеттерме килĕшменшĕн 45000 тенкĕ (30000 тенкĕ) штраф тỹлеттереççĕ.
Çавăн пекех, хăвăртлăха ỹстернĕшĕн те пысăк штраф кĕтет. «Васкавлă пулăшу», полици тата пушар автомашинисене иртсе кайма çул паманшăн 4500 тенкĕрен пуçласа 7500 тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.