Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çапла ĕçленĕ

ХАЛĔ пур çĕрте те 2024-çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çитĕнỹсене палăртнипе пĕрлех, татса памалли ыйтусене те пăхса тухаççĕ.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пур категорие те кĕрекен хуçалăхсем 2024-çулта 1685,7 тонна аш-какай, 13112,3 тонна сĕт туса илнĕ. 2023-çулхипе паллаштарсан, аш-какай _ 117,0, сĕт 100,73 процент нумайрах хатĕрленĕ.

Фермер хуçалăхĕсене уйрăммăн илсен, кăтартусем çапларах: çулталăкра аш-какай _ 264,57 тонна (108,8 процент), сĕт 3473,200 тонна (101,7 процент) туса илнĕ.

Округри пур категорие те кĕрекен хуçалăхсем 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5446 пуç _ мăйракаллă шултра выльăх, (çав шутра _ 2015 пуç сăвăнакан ĕне), 137 пуç _ лаша, 1937 пуç _ сысна, 2547 пуç сурăхпа качака усранă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ _ 1861 пуç, сурăхсемпе качакасен йышĕ 1969 пуç чакнă. Çав вăхăтрах хресчен (фермер) хуçалăхĕсем мăйракаллă шултра выльăх шутне _ 44 пуç, сурăхсен йышне 356 пуç ỹстернĕ.

Н.ВАЗАНОВ.



17 января 2025
10:50
Поделиться