Ял çыннисене - пысăк пулăшу
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ харпăр хăй ĕçне йĕркеленисем (самозанятые) 2024-çулта килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 205 миллион тенкĕ субсиди илнĕ. Çак укçапа ял çыннисем 1647 пуç ĕне, 540 единица техника тата ыттине те туяннă. 2025-çулта харпăр хăй ĕçне йĕркеленисене пулăшма республика бюджетĕнче 225 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.