1555 проектран 31-ĕшĕ - шăмăршăсен

1555 проектран 31-ĕшĕ - шăмăршăсен

2025-ÇУЛТА Чăваш Республикинче 1555 пуçару проектне пурнăçлама йышăннă. Муниципалитет округĕсене субсиди уйăрса парасси çинчен кăларнă Постановление Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ.

Çак проектсене пурнăçа кĕртме 3,3 миллиард тенкĕ укçа кирлĕ пулать. Çав шутран 2,2 миллиардне республика бюджечĕ уйăрса парать. 812 миллионĕ _ вырăнти бюджетран. 298 миллионĕ _ республика çыннисемпе предпринимательсен укçи-тенки.

Заявкăсен чи пысăк пайĕ _ 1,5 миллиард тенкĕлĕх 585 проект _ çул-йĕр юсассипе çыхăннă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объектне çĕнетме, ача- пăча тата спорт площадки тума, кану вырăнĕ йĕркелеме, пĕвесемпе кỹлĕсене тасатма тата ытти ĕç тума 1,8 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.

Пуçару бюджечĕпе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртме каякан тăкаксен 80 процентне республика бюджечĕ саплаштарĕ. Анчах та пурне те мар: Патăрьел округне паракан компенсаци виçи _ 60 процентпа, Куславккапа Çĕмĕрле округĕсене уйăраканни _ 76 процентпа, Сĕнтĕрвăррипе Муркаш округĕсене тивекенни 57 процентпа çеç танлашĕ. Çак тан марлăх асăннă округсем 2023-çул валли палăртнă проектсене вăхăтра пурнăçлайманнипе çыхăннă.

Шăмăршă муниципалитет округĕн кăçал 31 пуçару проектне пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене пурне те халăхпа канашласа йышăннă. Округ администрацийĕ малтан 33 проект сĕннĕ пулнă, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви 31-ĕшне суйласа илнĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 75 миллион тенкĕ кирлĕ пулать.

_ 11 проект _ çул юсассипе, 8 проект _ ял инфраструктурине аталантарассипе, 3 проект _ яла тирпей-илем кĕртессипе, 3 проект _ спорт площадкисем тăвассипе, 5 проект масар картине çĕнетессипе çыхăннă, _ терĕ пирĕн корреспондента муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин. _ Халĕ пирĕн конкурс ирттерсе подрядчиксене тупса палăртмалла, вĕсем хăйсене шаннă ĕçе мĕнле пурнăçланине халăхпа пĕрле контрольлесе тăмалла.

Сăмах май, 2023-çулта Шăмăршă муниципалитет округĕнче _ 25 проект, 2024-çулта 31 проект пурнăçа кĕртнĕ. Сергей Авенирович округра пурăнакан ĕçчен халăха тата хастар предпринимательсене пуçару проекчĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн чĕререн тав туни çинчен хаçат урлă пĕлтерме ыйтрĕ.

Вулакансене пĕлсе тăма: Пуçару проекчĕпе Пăчăрлă Пашьел ял территорийĕн уйрăмĕнче _ шыв башнине тĕпрен юсама, Васан ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Васан ялĕнчи масар картине çĕнетме, Карапай Шăмăршă ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Карапай Шăмăршăри спорт площадкинче резина сарма, Полеваяурамри çула юсама, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса палăк лартма, Пуянкасси ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Пуянкасси масарĕн территорине тирпей-илем кĕртме, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене асăнса Хайпăла ялĕнче палăк лартма, Кахăрлă Шăхаль ялне шывпа тивĕçтермелли сеть валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитерме, Кивĕ Чукал ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Кивĕ Чукалта вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли шыв емкоçĕ тата ялта видеокамерăсем вырнаçтарма, Палтиел ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Патирек ялĕнче часовня лартма, Палтиелĕнче вут-кăвар тухасран сыхланас тĕлĕшпе пĕве тума, Палтиелпе Патирек урамĕсенчи армак-чармак ỹсекен йывăçсене касса илемлетме, Анат Чаткас ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Анат Чаткасри Чапаев урамĕнчи тата Максим Горький урамĕнчи çула юсама, Чукал ял территорийĕн уйрăмĕнче _ Çĕнĕ Чукал ялне пырса кĕнĕ çĕрти территорие тирпей-илем кĕртме, Улмаллă ялĕнче вут-кăварпа кĕрешмелли шыв емкоçĕ вырнаçтарма, Шăмăршă ял территорийĕн уйрăмĕнче Граждан вăрçи паттăрĕн И.С.Космовскин палăкне юсама, Шăмăршăри Ленин урамĕнче ача-пăча вылямалли площадка тума, Культура керменĕнчи спорт залне тĕпрен юсама, Шăмăршăри Совхозная урамри çула юсаса тикĕслеме, «Туслăх» спорт шкулĕнче пушар сигнализацине çĕннипе улăштарма, Шăмăршăри Садовая урамри çула юсаса тухма палăртнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 января 2025
13:57
Поделиться