24 - арçын ача, 22 хĕр ача çуралнă

2024-ÇУЛТА Шăмăршă муниципалитет округĕнче 46 ача _ 24 арçын ачапа 22 хĕр ача _ çут тĕнчене килнĕ. 2023-çулхипе танлаштарсан, округра 12 ача сахалрах çуралнă.

Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине ят панă чух Паулина, Аяна, Риана, Эльвина, Эвелина, Сильвия, Аяз, Платон, Лев, Елисей, Константин ятсене уйрăмах килĕштерни курăнать.

2024-çулта округра 22 мăшăр пĕрлешнĕ, шел пулин те, 30 мăшăр уйрăлнă. 20 çул е ытларах пĕрле пурăнакансем уйрăлакансен йышĕнче 23,4 процент пулни уйрăмах хытă пăшăрхантарать. 2024-çулта тĕрлĕ сăлтавпа 209 çын (2023-çулта _ 196) пурнăçран уйрăлса кайнă. Çав шутра _ 131 арçын, 78 хĕрарăм.



24 января 2025
14:34
Поделиться