Чăн-чăн арçынсене кĕтсе илер

ЯТАРЛĂ çар операцийĕнче Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекен çамрăксене эпĕ: «Чăн-чăн арçынсем!» _ тесе калатăп. Вилĕмпе куçа-куçăн тăрсан та, вĕсем тăван килпе çывăх çыннисем çинчен манмаççĕ, вĕсен юратăвĕ вут-çулăмра тата та çирĕпленет.

Çак çамрăк çынсен ашшĕ-амăшне, шкулти учительсене хăюллă та маттур салтаксем çитĕнтернĕшĕн, Тăван çĕр-шыва юратма воспитани панăшăн чĕререн тав тăватăп. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, часах Çĕнтерỹпе таврăнасса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр!

ЛЕНА. Карапай Шăмăршă ялĕ.



24 января 2025
15:51
Поделиться