Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Çырупа тухĕ

ЯНВАРĔН 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне Çырупа тухĕ. Эфир кăнтăрла 12 сехетре пуçланĕ.

Олег Алексеевич Çырупа кăçалхипе пиллĕкмĕш хут тухать. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, вăл хальхи вăхăтра текстпа ĕçлет.

Трансляцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн телеграм-каналĕнче, Наци телекуравĕн тата радиовĕн эфирĕнче йĕркелĕç. Эфир вăхăтĕнче çынсем экран çинчи куар-кода сканерласа Çыру пирки хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. Олег Николаев вĕсене тишкерме, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мера йышăнма шантарнă.

Республикăра пурăнакансем хăйсен сĕнĕвĕсене маларах пама та пултараççĕ.



24 января 2025
13:53
Поделиться