Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçлĕ

ВĔРЕНỸРЕ тата общество ĕçĕнче уйрăмах пысăк çитĕнỹ тунă çамрăксене 2025-çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тỹлесе тăрĕç. Çак йышра пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕренекенĕсем те пур. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Александр Поляков, Артем Савельев, Тимур Степанов, Палтиел вăтам шкулĕнчи Айгел Алтынбаева, Лиана Емдиханова, Дамире Емдиханова, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Любовь Семенова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăнă. Вĕсем кашни уйăхрах 2500-шер тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.



24 января 2025
14:34
Поделиться