«Хыпарсăр çухалнă», _ тенĕ ун пирки...

«Хыпарсăр çухалнă», _ тенĕ ун пирки...

ШĂМĂРШĂ районĕн Астăвăм кĕнекинче те (1995-çул), Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинче те (1996-çул) ун пирки çапла çырнă: «Моисеев Александр Васильевич, 1920- çулта çуралнă. Вырăс. Шăмăршă райвоенкомачĕ çара илнĕ. Матрос. 1942-çулта хыпарсăр çухалнă».

Çак хурлăхлă хыпар Улмаллă ялне те çитнĕ, Сашăн ашшĕпе амăшĕ хăйсен ывăлĕ вилмен, хăçан та пулин тăван киле çаврăнса çитĕ тесе ĕненсе пурăннă.

Халĕ _ Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 80 çул çитес умĕн çеç _ Улмаллă ялĕн паттăр каччи, Балти тинĕсĕн краснофлотецĕ Александр Моисеев ăçта пуçне хунине шыраса тупма май килчĕ.

Александр Моисеев комсомолец шыв айĕн ишекен кимĕ матросĕ пулнă, нимĕç самолечĕ бомба пăрахнă чухне вĕсен кимми хытă сиенленнĕ. Вара ирĕксĕрех тинĕс çине тухма тивет. Аманнă краснофлотецсене 1941-çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче фашистсем тыткăна илнĕ.

Малтан совет матросĕсене Рига хулинчи концла- герьте тытнă, унтан Германири Витцендорф хулине илсе кайнă.

Анат Саксонири (Ганноверпа Гамбург хушшинче) концлагере 1941-çулта ятарласа совет салтакĕсемпе офицерĕсем валли туса лартнă. Июль уйăхĕнче тыткăна лекнисен малтанхи эшелонĕсем килме пуçланă. Малтан кунта йĕплĕ пăралукпа çавăрса илнĕ пысăках мар вăрман лаптăкĕ çеç пулнă, мĕн пур çурт-йĕре тыткăна лекнисен вăйĕпе çĕкленĕ.Совет салтакĕсемпе офицерĕсене фашистсем апат пачах та çитермен, вара вĕсем йывăç хуппине кăшласа тата çулçине çисе чунĕсене усранă.

1941-çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1942-çулхи март уйăхĕччен Витцендорф концлагерĕнче 14300 ытла совет çынни выçăпа тата чир-чĕрпе асапланса вилнĕ, нумайăшне фашистсем пере-пере пăрахнă.

Лагерь вырăнĕнче паян мемориал чулĕ çеç выртать. Çывăхри масарта _ кунта 16 пине яхăн хĕрлĕ армееца пытарнă _ Совет Союзĕ тăрăшнипе палăк çĕкленĕ. Тăванла масарта 1941-çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вилнĕ Улмаллă каччин Александр Моисеев матросăн ятне çырнă чул та пур.

Эпир Александр Моисеев мĕнле вилнине тĕплĕн пĕлместпĕр, анчах та вăл тăшмана сутăнманнине, хĕн- асап тỹснĕ пулин те, Тăван çĕр-шывпа ашшĕ-амăшĕн ятне яманнине лайăх ăнланатпăр.

Вăрçăра _ кашнин хăйĕн шăпи. Петĕр Хусанкай поэт çырнă пек: «Е эп паттăр пулса килĕп каялла киле, е эп паттăр пулса вилĕп _ сывă пул, пилле...»

Александр Моисеев краснофлотец Тăван çĕр-шывăн нимĕнле наградине те илсе ĕлкĕреймен, вăрçăра пысăк паттăрлăхпа та палăрайман. Апла пулин те, пирĕн ăна манма юрамасть, хăçан та пулин Астăвăм кĕнекине çĕнĕрен хатĕрлесе кăларас пулсан, унта Александр Васильевич Моисеевăн ятне те кĕртсе хăвармаллах.

Ив.САЛАНДАЕВ.



24 января 2025
15:30
Поделиться