«Хĕрарăма чечек парнелĕр...»
ÇАК сăвă йĕркисем ман чунăма кĕрсе вырнаçнă та тухма пĕлмеççĕ:
«Дарите женщинам цветы!
Чтоб, видя красоту букета,
Они светились от души,
Неся всем радость, лучик света»
...Унтанпа 20 çул иртрĕ, анчах та эпĕ пурнăçăмра пĕрремĕш хут мана чечек çыххи парнеленине манаймастăп.
Хамăр класра вĕренекен М. _ çав тери именчĕк те хытанка арçын ача _ мана сирень чечекне алăран тыттарчĕ те:
_ Ил, сан валли ку! _ тесе пăрăнса утрĕ.
Çав арçын ачапа эпĕ туслă пулман, шкултан вĕренсе тухса кайнă хыççăн ăна манма та пуçланăччĕ. Хуларан яла таврăнсан куртăм та М.-на, вăл илемлĕ те патвар пулнинчен тĕлĕнсех кайрăм. М. салтакра пулса килнĕ иккен, десантник. Епле улăштарать вĕт-ха çар служби çамрăка: именчĕк те хыткан арçын ачаран çирĕп кĕлеткеллĕ, куçран йăл! та йăл! кулса пăхакан арçын пулса тăнă.
_ Зоя! _ терĕ мана урамра тĕл пулсан М. _ Авланатăп, сана _ пĕр класс хĕрне _ туя чĕнетĕп!
Эпĕ М.-на туя пыраймасси, васкавлăн хулана тухса каймалли çинчен пĕлтертĕм. Тĕрĕссипе, ниçта та васкамалли çукчĕ-ха, анчах тăруках чун пăлханса кайнипе урăхла сăмах тупаймарăм.
_ Зоя! _ тепĕр хут чĕнчĕ мана М. _ Эпĕ сана чечек çыххи парнеленине манса кайман-и? Каçар мана: ун чух эпĕ хам сана юратни çинчен калама вăтантăм...
Эпĕ кула-кула сăмаха урăх енне пăрса яма тăрăшрăм, хамăн ăшра вара вут çунчĕ. Мĕнле айван та суккăр пулнă вĕт-ха эпĕ _ мĕншĕн çын мана юратнине пĕрре те асăрхаман? Тен, М.-па хамăн телее те тупнă пулăттăм. Халĕ эпĕ _ пĕр-пĕччен: савни те çук, телейĕм тупăнасси пăхса та курăнмасть...
...Çапла, унтанпа 20 çул иртрĕ. М. тахçанах çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Эпĕ вара _ качча каймасăрах ăнсăртран тĕл пулнă арçынран ача çуратнăскер _ именчĕк те хытанка арçын ача парнеленĕ чечек çыххине аса илетĕп те капланса килнĕ куççуле чараймастăп...
ЗОЯ.