Илеме камăн тумалла?

ТĂВАН Шăмăршă округĕ, çуралса ỹснĕ ял кашни çыншăнах çывăх ĕнтĕ. Çак тăрăх тирпейлĕ те илемлĕ пулни пурсăмăршăн та лайăх темелле.
Мĕн шутлаççĕ-ха кун пирки округри çамрăксем?
НАТАЛИЯ, 29 çулта:
_ Вăрман хĕррипе сарăлса ларакан Шăмăршă ялĕ мана питĕ килĕшет. Çапах та чуна пăшăрхантараканни те пур: хăш-пĕр çын тирпейлĕ пурăнма пĕлмест, урама, çырма хĕррине тĕрлĕ ăпăр- тапăр пăрахса тултарать.
Шăмăршăра качакасем иртĕхни те _ вăрттăнлăх мар. Лартнă йывăçсемпе тĕмсене кăшласа хăртаççĕ. Чечек пирки каламалли те çук: урама илемшĕн акни- лартни качакапа чăх- чĕп мăшкăлĕ пулать.
ВИТАЛИЙ, 24 çулта:
_ Эсир пирĕнпе кỹршĕллĕ ТутарстанриÇĕпрелне кайса курнă-и? Çак район центрĕ пĕчĕк çеç тирпейлĕ хулана аса илтерет. Çу кунĕсенче урамра хитре чечексем куçа илĕртеççĕ, кашни çурт умĕнчех питĕ илемлĕ. Пирĕн патăмăрти пек, ирĕкри йытăсем чупмаççĕ, вĕсене сăнчăрта тытмасан пысăк штраф тỹлеттереççĕ.
Шăмăрша килекен туристсене эпир мĕн кăтартăпăр-ха? Тулса тăкăнакан çỹп-çап контейнерĕсемпе шăтăк-путăклă урамсене-и? Хăнасене кăтартмалăх музей те йĕркелейместпĕр те, мĕн мухтанмалли унта...
ВЛАДИМИР, 31 çулта:
_ Ман шутпа, пирĕн Пăчăрлă Пашьел ялĕ округ центрĕнчен чылай тирпейлĕрех. Йывăçсем те нумайрах, çурт умĕнчи пĕчĕк пахчара чечек ĕрчетеççĕ. Кашни урамрах асфальт çул пулсан, çамрăксене ĕçе вырнаçма пĕр-пĕрцех уçса парсан тем пек савăннă пулăттăмăр.
НИКОЛАЙ, 25 çулта:
_ Ял территори уйрăмĕсем тирпей- илемшĕн тăрăшчăр тесен, вĕсене укçа- тенкĕпе хавхалантармалла тесе шутлатăп. Мĕн чăрмантарать-ха округра «Чи илемлĕ ял», «Чи тирпейлĕ урам» конкурс йĕркелеме? Çĕнтерỹçĕсене Шăмăршăри Акатуйра чысласчĕ, хаклă парнепе хавхалантарасчĕ. Сăмахран, чи лайăх ĕçлекен ял территорийĕн уйрăмне трактор е моторлă пăчкă пар- нелеме май çук-и? Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Тутарстанри Çĕпрел районĕнче кашни ял тăрăхĕн хăйĕн трактор пур. Унпа яла тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте усă кураççĕ, ватă çынсене те пулăшаççĕ. Округра пурăнакансене эпĕ тăван ял илемĕшĕн тăрăшма чĕнсе калатăп.
Ив.САЛАНДАЕВ ыйтса пĕлнĕ.