«Культура ĕçченĕшĕн кану та, уяв та çук...»

Пирĕн корреспондент çак кунсенче «Шăмăршă муниципалитет округĕн централизациленĕ клубсен системи» автономи учрежденийĕн директорĕпе Александр Сатеевпа тĕл пулса калаçнă. Сăмах округри культура «вучахĕсенчи» лару-тăрупа кадрсем пирки пынă.
_ Сывлăх сунатăп Сире, Александр Иванович! Çĕнĕ çула еплерех ỹсĕмпе кĕтсе илтĕр, культура ĕçченĕсен ĕçне мĕнлерех хак паратăр?
_ Сире те ырлăх-сывлăх сунатăп, Зинаида Ивановна! Тунă ĕç-пуç сахал мар, ĕмĕт-тĕллевре те нумай-ха тумалли ĕç. «Веçех кадрсем татса параççĕ», _ текен шухăш ертсе пырать пире.
_ Малтанах культура «вучахĕсем» пирки кĕскен паллаштарăр-ха.
_ Хаваспах. Округри централизациленĕ клубсен системи 16 клубпа культура çуртне пĕрлештерет, вĕсенчен 12-шĕ ĕçлеççĕ. 2024- çулхи апрельтен _ Пуянкасси ялĕн тĕп Культура çурчĕ, иртнĕ ноябрьтен Патирек ялĕн клубĕ _ культура ĕçченĕ çуккипе, Энтĕрьел, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ялĕсен клубĕсем штат палăртманнипе хăйсен функцине пурнăçламан.
- Хальхи саманара культура «вучахĕсĕр» мĕнле пурăнмалла-ха... Питĕ шел... Эп пĕлнĕ тăрăх, Анат Чаткас ялĕн тĕп Культура çурчĕн те пĕр тапхăр заведующийĕ пулмарĕ.
_ Çапла. Ку йывăрлăхран пире пĕр çамрăк хĕрарăм хăтарчĕ. Халь йĕркеленсе кайрĕ-ха чаткассен культура ĕçĕ. Сăмах май, пĕлтĕр Анат Чаткасри Культура çуртĕнче тĕп юсав пулчĕ, ун çине пĕтĕмпе 4634750 тенкĕ тăкакларăмăр. Электропралуксене, хутса ăшăтмалли системăна, чỹречесене çĕннипе улăштартăмăр, пỹлĕмсене юсаса çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр. Хулари пекех кунта. Ĕçле те ĕçле халăх ырлăхĕшĕн! Шухăшран пăрăнсах палăртам тата, Палтиел ялĕн тĕп Культура çуртне 93 çын лармалăх театр креслисем туянса лартрăмăр. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Парти фракцийĕн «Вырăнти Культура çурчĕ» проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернипе тивĕçнĕ 547902,50 тенке çак пурлăхшăн тăкакларăмăр. Кунта та ĕçлесе çынна савăнтармалăх услови çителĕклĕ.
_ Ыйту патне таврăнар. Ытти ялта та культура ĕçченĕ (специалист _ пушшех те!) кирлĕ. Мĕнле тухмалла-ха ку кăткăс лару-тăруран? Ял çынни культурăллă канаймасан çамрăксене çуралнă кĕтесре тытса тăраймастăн, çапла вĕт? Демографие те пырса тивет ку. Ял-паççулкка вара ватăлать... Чĕре çурăлать!
_ Килĕшетĕп Сирĕнпе, кадр ыйтăвĕ _ пуриншĕн те чун ыратăвĕ. Паянхи культура учрежденийĕсем хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ: вĕсене юсаса-çĕнетсех тăратпăр, пурлăх бази пуянланать, мероприятисене хутшăнакансем те çук мар _ ял-йыш хастарлăхĕ тата ỹсессе шанатпăр. Культура мероприятине йĕркелекен, клуб тытăмĕн ертỹçи, халăх фоль- клор коллективĕн ертỹçи, клуб заведующийĕ, хореограф, режиссер _ çакăн пек должноçсенче тимлеççĕ Шăмăршă округĕнчи культура сфери ĕçченĕсем. Вĕсем хушшинче Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищи, Шупашкарти культура училищи, Хусанти Культура институчĕ, Чăваш патшалăх университечĕ пĕтернисем, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче пĕлỹ ỹстернисем (переподготовка) пур. Хăй вăхăтĕнче педагог, строитель, ял хуçалăх специальноçне алла илнĕ çыннăмăрсемех ятарлă пĕлỹллĕ ĕçтешĕсемпе танах хăйсен умĕнчи тивĕçе чунтан парăнса пурнăçлаççĕ. Ятарлă пĕлỹпе пĕрлех, Турă панă талант та, чун туртăмĕ те, ертỹлĕх ăсталăхĕ те, тăрăшулăх та пулмалла çав культура ĕçченĕнче. Паллах, професси ăсталăхне ỹстерсех тăраççĕ пирĕн культура ĕçченĕсем. 2024-çулта нумайăшĕ семинар-курсра пулчĕç: Мусавра, Хусанта, Шупашкарта пĕлỹ-ăсталăхне туптарĕç. Пирĕн округри культура сферинче ĕçлекенсем _ кăткă пек ĕçчен: вĕсемшĕн нимле кану кунĕ те, уяв та çук.
_ Хăйсен халăха савăнтармалла, кантармалла...
_ Çапла. Специалистсем çитменни кăшт ура хурать пире. Пĕлтерĕшлĕ конкурс-уява хатĕрленме-ирттерме акă баянистсем çитмеççĕ. Вĕсен шучĕ округра хăрах алăри пỹрнепе шутламалăх çеç. Çак йывăр ыйтăва татса пама Патшалăхăн «Земство культура ĕçченĕ» программи пулăшасса кĕтетпĕр, вăл 2025-çултан вăя кĕме пуçлать.
_ Лайăх енне пултăр ку çĕнĕлĕх.
_ Шанатпăр. Сире конкретлă ĕç-хĕл те кăсăклантарать пулĕ-ха, Зинаида Ивановна?
_ Паллах. Итлетĕп Сире, Александр Иванович.
_ 2024-çул пирĕншĕн çав тери тухăçлă пулчĕ. Раççейри Çемье çулталăкне халалланă мероприяти нумай йĕркелерĕмĕр. Чи пĕлтерĕшлисем: «Тĕнче çемьерен пуçланать» конкурс, «Эпир _ çемьепе çирĕп» уяв, Шăмăршăри В.Н.Никифоров генерал-майор ячĕллĕ Кану паркĕнче «Çĕнĕ кайăксен» аллейине уçни, Атте кунĕ, Анне кунĕ, ятарлă çар операцийĕнче тăракансен амăшĕсене чыслани.Чăваш Енри Экологи культурипе çут çанталăк управĕн çулталăкне халалланă мероприятисенчен те тулăх пулчĕ иртнĕ çул. Ачасем валли кăна 136 тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелерĕмĕр, вĕсене 4705 ачапа çамрăк хутшăнчĕ. Асра юлмалли мероприятисем: Кăмпа фестивалĕ, Чукал тата Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕсенче çăл куçсене хăтлăх кĕртни, «Пулмантăш» çăл куç тăрăхне тата Палтиел вăрманне экскурси йĕркелени, кĕрлĕ-çурлă _ экологи субботникĕ тата палăк-обелиска тирпей-хăтлăх кĕртмелли «Мăнаçлăх» субботник ирттерни, «Йывăç ларт» тата «Вăрмана упраса хăварар!» акцисене хутшăнни... Республика, регионсем хушшинчи, Халăхсем хушшинчи 33 конкурс-мероприятире ăсталăха кăтартни, малти вырăнсене йышăнни хăех _ ырми-канми ĕçĕн тухăçлăхĕ.
_ Питĕ лайăх! Александр Иванович, ĕç маякĕсем те пур ĕнтĕ сирĕн сферăра... Вĕсенчен вĕренсе пыни _ хăй пĕр çитĕнỹ çăл куçĕ.
_ Пур паллах. Валентина Львова режиссер, методика пайĕн заведующийĕ Татьяна Сергунова, «Антонина» Халăх ача-пăча ташă ансамблĕн ертỹçи Антонина Нефедова, ачасен «Фламинго» ташă ушкăнĕн ертỹçи Валентина Кузьмина, Кивĕ Чукал ялĕн клуб тытăмĕн ертỹçи Валерий Мандрюков, «Сурпан» фольклор ушкăнĕн ертỹçи Ирина Муллина, Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Долгова, Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Угарина _ пуян опытлă ĕçченсем. Тĕрĕссипе, пурте тăрăшаççĕ, малалла талпăнаççĕ. Никама та хурлассăм килмест. Пире Шăмăршăри Ача- пăча искусство шкулĕпе, округри вĕренỹ учрежденийĕсемпе, округ администрацийĕпе, республикăри культура учрежденийĕсемпе çыхăнура тăни пулăшу, хавхалану кỹрет.
_ Питĕ кăмăллă çакна илтме. Александр Иванович, малашлăхра мĕнле ĕç-пуç кĕтет культура ĕçченĕсене, халăха?
_ Кăçал Раççейре _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи çулталăкне, Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне паллă тума палăртнă май, ку енĕпе йышлă мероприяти ирттерĕпĕр. Халăхри талантсене тупса палăртас-аталантарас, асатте-асанне йăли-йĕркине, сăмахлăхне упраса хăварас-сарас тĕллевпе фольклор коллективĕсен ĕç-хĕлĕ çине тимлĕх уйăрăпăр. Календарь тăрăх килекен уявсем çине те малтанхи пекех тимлĕх уйăрăпăр. Культура ĕçченĕсен пултарулăхĕ _ виçесĕр, ăсталăхĕ _ пысăк. Халăх пулăшнипе, пĕрлехи вăйпа общество пурнăçне ырă варкăш кĕртетпĕрех!
_ Çакăн пек оптимизмпа вĕçлер калаçăва. Эппин, вăй патăр сире, культура ĕçченĕсем, ытарайми çыннăмăрсем!
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.