Маттур, Марина!

«ШУРĂМПУÇĂН» иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчи кăларăмĕнче Çĕнĕ Шăмăршăра пурăнакан Марина Васильева çамрăк предприниматель çинчен çырнă «Чун валли усрас килет» статьяна питĕ юратса вуласа тухрăм. Маринăран тĕлĕнтĕм те, уншăн савăнтăм та: çамрăк хĕрарăм хальччен Чăваш Енре нихăçан та ĕрчетмен, курасса та зоопаркра çеç курма пултарнă страуспа павлин усрать иккен!

Марина Александровнăн ĕмĕчĕ пысăк: çак тĕлĕнмелле илемлĕ вĕçен кайăксене ытларах ĕрчетсе Çĕнĕ Шăмăршăра инкубаци музейĕ уçасшăн.

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине çакăн пек маттур çынсем çинчен çырса кăтартнăшăн чунтан тав тăватăп, Маринăна вара çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

ГАЛИНА.

Çĕнĕ Чукал ялĕ.



24 января 2025
15:50
Поделиться