Милĕкĕ - Шăмăршăран, мунчи - Патăрьелĕнче...

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ иртнĕ çул 2,8 миллиард тенкĕлĕх 92 инвестици проекчĕ хута янă, 174 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Темиçе проект Агротуризмпа çыхăннă. «Агротуризм» гранта çĕнсе илнисен йышĕнче _ пирĕнпе кỹршĕллĕ Патăрьел округĕ.
Акă Шăнкăртам ялĕнчи Пазюковсен çемйи «Тургай» кану базине йĕркеленĕ. _ «Тургай» ят пĕрре те чăваш халăх поэчĕпе çыхăнман, _ теççĕ йăл! кулса Пазюковсем.
_ «Тургай» сăмах тутарларан чăвашла куçарсан «тăри» тени пулать. Чăваш халăх поэтне Валери Тургая вара хăнана чĕнетпĕрех!
Пазюковсене патшалăх 10 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Турист базин территорийĕнче виçĕ хăна çурчĕ, мунча чанĕ лартнă, пĕвене тарăнлатса тирпей-илем кĕртнĕ. Улмуççи сачĕ, чăрăш йывăççисем лартнă, зоологи кĕтесĕ йĕркелеме фазан, павлин, кролик валли читлĕхсем вырнаçтарнă. Банкет залĕпе спорт зони те пулать.
Патăрьел округĕнче Марат Валеев фермер тепĕр кану вырăнĕ те йĕркелеме пуçăннă: «Долина» турбаза куç умĕнчех çĕкленсе пырать. Марат 8,1 миллион тенкĕ патшалăх грантне çĕнсе илнĕ. Фермер лаша ĕрчетсе туристсене илĕртесшĕн. Лашапа уçăлса çỹреме те, фото ỹкерĕнме те пулать. Марат грант укçипе хăна çурчĕ, чаплă мунча, беседка, спорт площадкипе ача-пăча вылямалли вырăн тăвасшăн.
Пăхатăн та патăрьелсем çине, тĕлĕнсе кăна тăратăн. Епле маттур вĕт-ха вĕсем! Шăмăршăсем туризма аталантарасси çинчен шухăшлама çеç тытăннă чухне вĕсем ĕçне те туса хунă. Хуларан килекен туристсене чăн малтан мунчапа илĕртме пулнине те тĕрĕс ăнланса илнĕ.
_ Милĕк хатĕрлеме Шăмăршă тăрăхĕнчи халăха заказ паратăп, _ терĕ Марат Валеев фермер. _ Ял çыннисемшĕн укçа ĕçлесе илмелли май пулать. Тен, вĕсенченех турбаза валли кăмпа-çырла та туянăп, туристсене Палтиел çывăхĕнчи шыв управне тата «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне экскурсие илсе çỹрес шухăш та пур.
Эпир вара... «Туризм тата тараватлăх» Наци проектне кĕрекен «Агротуризм» регион проекчĕ çинчен пирĕн фермерсем илтнĕ-ши? Илтнех пулсан, хăшĕ те пулин инвестици проекчĕ хатĕрлеме тăрăшнă-ши?
Шел те, туризма аталантарса укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пĕлместпĕр çав эпир. Тăрăшмастпăр. Ĕçлес те килмест. Хавхалану та çук.
Шăмăршă муниципалитет округĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2024-çулта аталантармалли комплекслă планра «Туризм» отраслĕ валли темиçе йĕрке çеç уйăрни хытă шухăшлаттарать. Унта 25 200 гектар йышăнакан «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче 6,5 километр тăрăшшĕ пилĕк экологи сукмакне йĕркеленине çеç асăннă.
Чимĕр-ха, çак сукмаксене вунă çул каяллах йĕркелеменччĕ-и вара? Вĕсем тăрăх ута-ута йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Çĕнни, туристсене илĕртекенни мĕн пур округра? Миçе мунча туса лартрăмăр вĕсем валли, миçе кану вырăнĕ йĕркелерĕмĕр? Патăрьелсем вара туристсене мунча хутса, кăмакара хуплу пĕçерсе, хуранта пулă яшки хатĕрлесе кĕтсе тăраççĕ. Лаша ĕрчетсе, урапа-çуна туянса туристсен кăмăлне çĕклесшĕн.
Вăрмансăр ялтах йывăç лартса илем тăваççĕ, пĕве чавса пулă ĕрчетеççĕ. Туристсем, пирĕн патăмăра чарăнса та тăмасăр, вĕсем патне васканинчен тĕлĕнме кирлĕ-ши вара?
Ив.САЛАНДАЕВ.