Олег Долгов палăкĕ умне чечек хучĕç

ЯНВАРĔН 16-мĕшĕнче, Çурçĕр Кавказра хăйĕн службăри тивĕçне пурнăçласа паттăрла вилнĕ Раççей Геройне Олег Долгова асăнса, Шăмăршăра унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çак церемоние муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата «вĕри точкăсенче» службăра тăнă ветерансем хутшăнчĕç.
Раççей Геройĕ Олег Николаевич Долгов 1976-çулхи августăн 21-мĕшĕнче пирĕн округри Шамккай ялĕнче çуралнă. Ирçе каччин паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытастĕллевпе, 1919-çулта Шăмăршăра унăн палăкне лартнă. Округ центрĕнчи пĕр урам Олег Долгов ячĕпе хисепленет. И.ПЫРКИНА.