Патриотпа мăнаçланатпăр!

Патриотпа мăнаçланатпăр!

ПĔТĔМ чун-чĕре мăнаçлăхĕпе, виçесĕр савăнăçпа пĕлтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, пирĕн округ çамрăкне _ Артем Кузьмина _ Александр Суворов медалĕпе наградăланă! Артем медале çапăçусенче Тăван çĕр-шыва тата патшалăхăмăрăн интересĕсене хỹтĕленĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ.

А.Суворов медалĕ _ Раççей Федерацийĕн чи çỹллĕ шайри награди. Вăл çын çĕр-шыв хỹтĕлевне пысăк тỹпе хывнине çирĕплетет. Ăна çар операцийĕсенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартакансене параççĕ.

Ентешĕмĕре пĕлтерĕшлĕ награда илнĕ ятпа ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, чун çирĕплĕхĕ сунатпăр. Артема тĕрĕс воспитанипе çирĕп ăс-хакăл панă ашшĕ-амăшĕ тата ун вĕрентекенĕсем умĕнче вара çĕре çити пуç таятпăр. З.Свеклова.



24 января 2025
15:17
Поделиться