«Професси _ художник»
Çак ятпа, Халăхсем хушшинчи Художник кунне халалласа, Шупашкарти ача-пăча художествăпа искусство шкулĕ уçă конкурс ирттернĕ. Ун тĕллевĕ: художник профессине популяризацилесси тата ачасем хушшинче професси суйлавне йĕркелесси.
Конкурса Свердловск, Самара, Воронеж, Волгоград, Рязань, Тюмень, Мускав облаçĕсен, Казахстан, Алтай крайĕн, Новосибирск, Донецк, Омск, Калуга, Минск, Смоленск хулисен, Чăваш Ен ачисем хутшăннă.
Конкурсантсем художник профессийĕ çинчен мĕн ăнланни-пĕлнине кăтартса пама тăрăшнă, тĕрлĕ пултарулăх мелĕ-меслечĕпе усă курнă. Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн 1-класс вĕренекенĕ Юлия Кузьмина (преподавателĕ _ Инна Поликарпова) «Эпĕ _ пулас художник» номинацире 3-вырăн йышăннă, Диплома тивĕçнĕ.
Çамрăк художника тата ун преподавательне ырлăх-сывлăх тата пултарулăхра иксĕлми хавхаланупа пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.
Ю.Цыганова , Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ.