Промышленность тухăçлă ĕçленĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ промышленность индексĕ 2024-çулта 113 процентпа танлашнă. Тирпейлекен промышленность кăтартăвĕ тата пысăкрах _ 115 процент шайĕнче. Çак кăтартусемпе Чăваш Ен Атăл çи округĕнче те малтисен шутĕнче.

Республикăри промышленность предприятийĕсем 2024-çулта хăйсем туса кăларнă продукцие 550 миллиард ытла тенкĕлĕх тиесе ăсатнă _ виçĕм çулхинчен 28 процент нумайрах.

Ял хуçалăхне илес пулсан, çăмарта туса илесси 23 процент ỹснĕ, сĕт туса илесси 2,4 процент хутшăннă. Аш-какай кăтартăвĕ вара, шел те, 2023-çулхине çитеймен _ 2 процент сахалрах.

Чăваш Ен ĕç укçин ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕпе округри чылай региона _ Самар тата Ульяновск облаçĕсене, Пушкăрт Республикине _ хыçа хăварнă.



24 января 2025
13:55
Поделиться