«Пушкин картти» пулăшнипе

«ПУШКИН КАРТТИ» программа _ Раççей Культура тата Цифра аталанăвĕн министерствисемпе Почта Банкăн пĕрлехи проекчĕ. Çак проекта хутшăнакансем _ 14 çултан пуçласа 22 çула çитнĕ граждансем _ театрсене, кинотеатрсене, музейсемпе выставкăсене тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Пушкин картти» программăна 10 культурăпа кану учрежденийĕ хутшăнать. Иртнĕ çул вĕсем 29 мероприяти йĕркеленĕ. «Пушкин карттипе» округри 341 вĕренекен усă курать. 2024-çулта çак карта хакĕ 5000 тенкĕпе танлашнă.



24 января 2025
10:43
Поделиться