Шкулти столовăйра апат тутлă-и?

«ХАЛЬХИ вăхăтри шкул» регион проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи шкул столовăйĕсене юлашки çулсенче çĕнĕ кухня оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Шкул поварĕсене Ф.Биаметов уйрăм предприниматель ертсе пыма пуçланă. Вĕренекенсене апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсем палăртнă вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

Округри шкулсенче «Ирхи апата _ директорпа пĕрле» тата «Ревизорро» акцисем иртеççĕ, хăйсен ачисене мĕнле апатлантарнине тĕрĕслеме ашшĕ-амăшĕ те хутшăнать.

Кашни çулах шкул поварĕсем «Ялти чи лайăх столовăй» тата «Чи лайăх повар» республика конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Пăчăрлă Пашьел вăтам шкул поварĕ Е.Самарина призер пулса тăнă.

2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 1-4-классенче вĕренекенсен ирхи тата кăнтăрлахи апачĕ _ 131 тенкĕпе, 5-11 классен 134 тенкĕпе танлашать.

Мĕн пур вĕренекенрен 600-ĕшĕ (59,12 процент) тỹлевсĕр апатланать. Çак йыша пуçламăш классенче вĕренекен _ 431 ача, сахал тупăш илекен çемьесенчи _ 51 ача, ятарлă çар операцине хутшăнакансен _ 46 ачи, 41-инвалид ача, 22 _ тăлăх ача тата килтен тухмасăр вĕренекен 9 инвалид ача кĕрет.

2025-çулта округри шкул столовăйĕсем валли бюджетра 9511,1 пин тенкĕ укçа пăхса хăварнă.

Шел пулин те, шкул столовăйĕсенче тăрăшакансен ĕç укçи пысăк мар _ МРОТ (ĕçшĕн тỹлемелли чи пĕчĕк виçе) шайĕнче çеç.



24 января 2025
08:43
Поделиться