Тискер кайăксене шута илеççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ _ çав шутра пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 15-мĕшĕччен вăрманта тискер кайăксен йышне шута илĕç. Чĕр чунсене сасăпа шуйхатса (шумовой прогон) тата юр çинчи йĕрĕсене пăхса шутласа тухаççĕ.

Сасăпа шуйхатса пăшисен, хир сыснисен, хир качакисен (косуль), тилĕсен, мулкачсен, кашкăрсен, карăксемпе ăсансен йышне шутласа тухĕç. Хир сыснисемпе хир качакисене апат тата тăвар хурса памалли вырăнта та шута илĕç.

Çак пысăк ĕç Шăмăршă вăрманĕнчи сунар ресурсĕсен пуянлăхне палăртма тата сунарçăсене лицензи панă чух тĕрĕс йышăну тума кирлĕ.



24 января 2025
14:35
Поделиться