Туй пĕркенчĕкĕ пирки
КАЧЧА каякан хĕрĕн пĕркенчĕк пулмаллах. Вăл ăна тата пулас çемйине япăххинчен хỹтĕлет.
Пĕркенчĕке проката, туссенчен е тăвансенчен илмелле мар. Унăн вĕр çĕнĕ пулмалла. Ют пĕркенчĕке илни _ çын хуйхине илни теççĕ.
Пĕркенчĕке туйччен никамăн та тытмалла мар, ăна юттисен тăхăнса пăхма юрамасть.
Туй хыççăн пĕркенчĕке упăшкан кăна хывмалла. Ку юратăва, шанчăклăха, ăнланăва упраса хăварассишĕн пĕлтерĕшлĕ.
Пĕркенчĕке парнелеме, сутма юрамасть! Туй кĕпине сутсан та, пĕркенчĕке хăвармалла.
Пĕркенчĕке ют çын курман çĕрте упрамалла.
Ачасен пĕркенчĕкпе выляма юрамасть _ кайран пурнăçĕнче йывăрлăхсем пулĕç.
Çулсем иртсен те, пĕркенчĕке хĕр туссене тăхăнса пăхма памалла мар. Ку _ ырра мар.