Учитель

Манăн пурнăçра асра юлмалли нумай пулнă: ачалăх, çамрăклăх. Халĕ çитĕннĕ çыннăн пурнăçĕ пуçланчĕ. Кашни тапхăртах кун-çулăма хăйне евĕр хакланă. Кашнинчех шухăш, ăс-хакăл, пурнăç çине пăхасси улшăнса тăнă. Çыннăн пурнăçĕ, телейĕ хамăртан килет. Федор Достоевский (вырăс çыравçи, философĕ, публицисчĕ) çапла каланă: «Кунта усал Турăпа çапăçать, çапăçу хирĕнче вара _ пирĕн чĕресем». Кампа пулăн эсĕ _ ху суйлатăн. Ку пурнăçра пуриншĕн те Туррăмăр умĕнче явап тытатпăр. Çĕр çинчи пурнăçăмăр вăл _ ĕмĕрлĕх пурнăçа куçиччен тухмалли тĕрĕслев. Ăна мĕнле ирттеретпĕр, хамăра кирлине çапла майпа илетпĕр (Çветтуй Аттесем çырни тăрăх). Тĕрĕслĕхпе, ырă кăмăллăхпа, ыттисене телейлĕ тăвас тесе хăйне, япалисене, вăхăтне хĕрхенмен çын тĕллев патне çитме пултарать.

Турă ирĕкĕпе эпĕ каллех СВОна лекрĕм, яваплă должноçра _ саперсен специальноçĕпе _ 10 çул ĕçлетĕп. Пĕр объект начальникĕ эпĕ. Ман тимлĕхрен, яваплăхран ĕç ăнăçлăхĕ питĕ нумай килет. Тивĕçĕме яланах таса чунпа, тăрăшса пурнăçлатăп. Тỹрĕ кăмăлшăн, ĕçченлĕхшĕн мана хаклаççĕ.

Кунта Учительпе, уйрăм тăракан саперсен батальон командирĕпе, паллашни _ маншăн пысăк чыс. Камшăн вăл _ çирĕп, камшăн _ лайăх, камшăн _ усал, камшăн _ ыттисене тимлĕх уйăракан çын. Çакна кашниех хăй курать-туять. Хама ыйту патăм: «Мĕншĕн?» Кун пирки нумай шухăшларăм. Служба опычĕ манăн çителĕклех: 20 çул ĕнтĕ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлетĕп. Тĕрлĕ должноçра пулса куртăм. Рядовой чухне салтак пек шутлаттăм: «Есть!», «Так точно!», «Никак нет!» Задачăсене пурнăçланă чух хушăран сержантсем çине те çилленнĕ. Сержант пултăм _ отделени яваплăхра пулнă, кайран _ взвод командирĕн заместителĕ. Хамăн (личный) составшăн тăрăшнă, ăна ертсе пынă. Ун чух вара урăхларах тĕллевсем лартнă _ салтаксем тарăхнă. Тĕрĕссипе, рота командирĕ хушнине пурнăçланă-ха эпĕ, ăна пурнăçламаллах-çке. Рота старшинине лартсан командира та улăштарнă. Тĕнче курăм _ каллех урăхла, яваплăх тата пысăкрах! Задачăсем _ кăткăс, вĕсене вăхăтра пурнăçламалла. Заняти расписанийĕ, заняти, кун йĕрки, наряд, увольнени, рабочки (ĕç-пуç), çунтармалли-сĕрмелли материала, тумтире, апат-çимĕçе шутран кăларасси (списать тăвасси), строй хатĕрленĕвĕ... Хăть те мĕнле ĕлкĕр! Шанчăк взвод командирĕсем, сержантсемпе салтаксем çинче çеç. Кашнин _ хăйĕн ĕçĕ, вĕсене йĕркеллĕ тусан, результат та пулать. Çакă _ ăнăçу, Çĕнтерỹ никĕсĕ.

... Учительпе эпĕ хирти столовăйĕнче тĕл пултăм. Вăл мана хăй ларакан сĕтел патне чĕнсе илчĕ. Апатланнă хушăра тĕрлĕ темăпа калаçрăмăр. Командир раципе пурне те ирхи апата килме команда пачĕ. Çавăн хыççăн пурте харăсах апатланчĕç, шỹтлерĕç. Учитель повартан ыйтрĕ:

_ Пурте апатланчĕç-и? «Çăкасем» манса юлмарĕç-и?

«Çăкасем» («липы») _ тепĕр майлă, хурал блокпосчĕ; йышра _5 çын.

Çанталăк сивĕ, сывлăш уçă. Салтакăн тутă пулмалла, анчах ытлашши çимелле мар: ыйха кайма пултаратăн. Лагере вара питĕ тимлĕ сыхламалла.

Ирхине пире _ сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти,кăнтăрла _ яшка, хура тул, рис, вир пăтти, тушенкăпа макарон (чи юратни!), каçхине рис, хура тул, пулă консервипе макарон параççĕ. Сало, сухан, пан улми, конфет сĕтел çинчен татăлмасть.

Кунсем шăваççĕ. Эпĕ хам тивĕçе пурнăçлатăп. Пушă вăхăтра салтаксемпе калаçатăп, лагерь тăрăх пăхса çаврăнатăп, «çăкасене» _ хурал посчĕсен пункчĕсене _ тĕрĕслетĕп. Вĕсен çарчченхи пурнăçĕ, çемйи, апат-çимĕç пирки ыйтса пĕлетĕп. Кашни çын _ хăйне евĕр. Кашнийĕ пурнăç çине хăйне майлă пăхать: хăшĕ, йывăр-лару тăруран тухас тесе (кредит тỹлемелле, çемйине тăрантармалла, пурăнмалли вырăн çук, льгота кирлĕ), укçа-тенкĕшĕн службăра тăрать; хăшĕнче патриотизм туйăмĕ пур; хăшĕ тата хăйне чăн-чăн арçын пек туясшăн. Акă пĕр çемьерен ывăлĕ СВОна кайнă, ун хыççăн _ ашшĕ тата пĕр тăванĕсем. Кĕçĕнни _ 18-та, асли _ 58-та.

Чăтăмлăх, ăс, шухăшлав, пĕлỹ шайĕ _ кашнин расна. Пĕри ку е вăл пулăм пирки тỹрех ăнланса илет, умри задачăна пурнăçлама хатĕр; тепри ĕçе тăвасшăн мар, тавлашать, хăйне мĕн-тĕр парасса кĕтет, ирĕксĕрленсе ĕçлет (командирăн, сăмахран, мĕнле ертсе пымалла кун пеккине?). Пĕрисем _ отпуска каяççĕ, теприсем хăйсен ĕçне тăваççĕ. Ĕçĕ вара нумай: мина лартмалла, çулсене тĕрĕслемелле, хỹтлĕх вырăнĕ, команда пункчĕ тумалла, экскаваторпа чавмалла, кранпа çĕклемелле, мĕн-тĕр тиемелле... Çакна веçех контрольлемелле: ĕç-пуç йĕркеллĕ пытăр, сехет пĕр тикĕс ĕçленĕ пек.

Гуманитари пулăшăвĕн ыйтăвне татса пама ырă чунлă çынсем сахал мар. Вĕсем пулăшаççĕ, _ кашнинпех пĕр чĕлхе тупмалла. Çак ĕçсеневеçех йĕркелесе-тĕрĕслесе тăраканни _ Учитель. «Мĕншĕн Учитель?» _ теме пултаратăр эсир. Вăл _ педагог пĕлĕвĕллĕ çын, физкультура учителĕ. Унăн иккĕмĕш аслă пĕлĕвĕ те пур: вăл Тюменьти аслă инженери çар училищи пĕтернĕ. Учителĕн хул пуççийĕ çине инженери батальонĕн командирĕн тивĕçĕ тиеннĕ. Çак чыса тивĕçме пурнăçăн çăмăл мар çулне утса тухма тивнĕ. Виçĕ хутчен Паттăрлăх орденĕпе, «За боевые заслуги» медальпе наградăланă Учителе.

Эпир Учительпе час-часах тĕл пулатпăр, тем çинчен те _ пурнăç, патриотизм, ĕненỹпе шанчăк, Тăван çĕр-шыва, çывăх çынсене юратни, саперсен умĕнчи задачăсем çинчен _ калаçатпăр, лагерь тата хурал пункчĕсем тăрăх çỹретпĕр.

Пĕррехинче унран ыйтрăм:

_ Çакăн чухлĕ салтака мĕнле итлеттеретĕр?

Учитель хуравларĕ:

_ Командиртан хăраса тăмалла. Ун çемçелĕхне пула батальон арканма пултарать. Ĕçкĕпе иртĕхни, наркомани, хамăрăннисене пени, задачăсене пурнăçа кĕртменни, юлашкинчен _ вилĕм... Çавăнпа та хаяр, хăюллă, çирĕп кăмăллă пулмалла. Хама пăхăнса тăракансем çине тимлĕх те уйăрмалла (пĕлччĕр хăйсемшĕн тăрăшнине). Хăш чухне намăс сăмахпа та вăрçма тивет: 50 хут пĕр япала çинчен ăнлантаратăн _ хăшĕсем çаплах хăйсенни пек тăваççĕ, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе аманаççĕ, вилеççĕ. Ман шутпа, командир хăйне çакăн пек тытни _ салтаксем киле, çывăх çыннисемпе тăванĕсем патне чĕрĕ-сывă таврăнччăр тесе тăвакан пĕртен-пĕр тата тĕрĕс йышăну.

«Судук» позывной. (Малалли пулать)



24 января 2025
15:18
Поделиться