Ултавăн ури кĕске
«САНА манаймăп эпĕ нихăçан» («Шурăмпуçăн» 2024-çулхи декабрь уйăхĕнчи кăларăмĕ) статья авторĕ Валентина хăйне каччи улталаса хăварни çинчен куççуль витĕр çырать.
Аплах ан хуçăл-ха, Валентина, кашни йĕксĕкшĕн чунна ан ыраттар. «Мĕнле пурăнмалла-ха ман сансăр?» _ тетĕн. Эпĕ сана çакна сĕнесшĕн: пуçăнтан кăларса пăрах çав качча, манса кайма тăрăш та урăхран аса ан ил.
Турă пурне те курать, сана улталанă çын та нумай савăнса çỹреймĕ. «Ултавăн ури кĕске», _ теççĕ халăхра. Санран кулнă каччă мĕн тери лайăх хĕре яланлăхах çухат- нине ăнланса илĕ те хăçан та пулин, кая юлĕ.
Юратăва ĕненме ан пăрах _ пур вăл çĕр çинче! Анчах кашнин валли мар. Ултавçăсем, чунпа айваннисем юратма пĕлмеççĕ, çын юратăвне те ăнланмаççĕ.
Сана эпĕ телей сунатăп, Валентина. Петĕр Хусанкай поэтăн эс илсе кăтартнă сăвă йĕркисене эпĕ тетрадь çинех çырса хутăм:
«Эп сана сывлаймиччен ыталăп,
Ирĕлсе йăлтах шăраниччен.
Ывăнассăн туйăнмасть çак алă,
Çак тута та сивĕнмĕ, ĕнен...»
АЛЕНА.
Шăмăршă ялĕ.