Ветерансене - пĕр хут паракан тỹлев
РАÇÇЕЙ ФЕДЕР АЦИЙĔН Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пĕр хут паракан тỹлевпе хавхалантарасси çинчен Указ йышăннă.
Çак Указпа килĕшỹллĕн, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕсемпе участникĕсене, «Блокадăри Ленинградра пурăннăшăн», «Тăшман çавăрса илнĕ Севастопольте пурăннăшăн» знак илме тивĕçлĕ пулнисене, вăрçă çулĕсенче ПВО объекчĕсенче, тинĕс тата авиаци базисенче вăй хунисене, фашизмăн çул çитмен узникĕсене, вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен тăлăха юлнă мăшăрĕсене _ 80 пин, тыл ĕçченĕсене, фашизмăн çул çитнĕ узникĕсене 55 пин тенкĕ укçа тỹлеççĕ.