Владимир АЛЕКСЕЕВ: «Çур акине паянах хатĕр теме пултаратăп»

Владимир АЛЕКСЕЕВ: «Çур акине паянах хатĕр теме пултаратăп»

ĔÇЧЕН те мал ĕмĕтлĕ çынсем пурăнаççĕ Карапай Шăмăршă тăрăхĕнче. Вĕсенчен пĕри _ Владимир Алексеев çамрăк фермер. Иртнĕ çулхи Акатуйĕнче ăна _ çурхи ака-суха ĕçĕсене пысăк пахалăхпа тата вăхăтра ирттернĕшĕн _ муниципалитет округ администрацийĕ Хисеп грамотипе чысланăччĕ. Владимир Михайлович хăй акнă хирсенчен кĕркунне лайăх тухăç пуçтарса кĕртрĕ, çулталăка тупăшлă вĕçлерĕ.

Çак кунсенче эпĕ Владимир Алексеевпа тĕл пулса калаçрăм, 2025-çулхи ĕмĕт-шухăшпа интереслентĕм. _ Атте _ ĕмĕрĕпех çĕр çинче ĕçленĕ çын _ çапла калатчĕ: «Хура халăхăн, хура тăпра çине урине чикмесен, хырăмĕ тăранаймасть». Эпĕ _ унăн ывăлĕ _ атте ăс парса каланине лайăх ăнланатăп. Пире хура тăпра кăна ырлăх-пурлăх кỹме пултарать, тăрантарса усрать.

Хама çирĕплетсе панă çĕре иртнĕ кĕркунне лайăх сухаласа хăвартăм та, халĕ чунра лăпкă. Çуркунне культиваци туса акма вăхăт нумай кирлĕ пулмĕ. 50 гектар çурхи тулă, 100 гектар урпа, 50 гектар пăрçа акасшăн. Вăрлăх çителĕклĕ, кондицие ларнă. Çывăх вăхăтра тата 5 тонна элита сорт урпа вăрлăхĕ туянатăп.

_ Владимир Михайлович, çунтармалли-сĕрмелли материалпа удобрени çителĕклĕ-и?

_ 6 тонна солярка туянтăм. 20 тонна минерал удобренийĕшĕн укçа тỹлесе хунă. Çапла вара, топливо та, удобрени те çителĕклĕ пулĕç.

_ Техника пирки мĕн калама пултаратăр?

_ Манăн _ икĕ МТЗ трактор. Пĕрне _ 2020-çулта, теприне 2021-çултатуяннăччĕ. Иккĕшĕ те çĕнĕ пекех, халь тесен халь хире тухма пултараççĕ. Кăкарса ĕçлемелли техника та юсавлă. Пăшăрханма сăлтав çук.

_ Эппин, ăнăçу сунатăп Сире, Владимир Михайлович! _ Тавах. Хирте тепре тĕл пуличчен!

Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.



24 января 2025
14:12
Поделиться