2025-çулта çу мĕнле килĕ?
ХĔВЕЛ ТУХĂÇ календарĕнче 2025-çул _ Çĕлен çулĕ _ типĕ килĕ тесе палăртнă. Çу кунĕсенче çумăр сахал çуни, пĕр хушă шăрăх та типĕ çанталăк тăни ял хуçалăх культурисене сиен кỹме пултарĕ.
Паллах, Хĕвел тухăç календарĕ те йăнăшма пултарать, юлашки çулсенче çанталăк хытă улшăнни те темиçе уйăх малаллине тĕп-тĕрĕс калама пулăшаймасть.