Андрей ЮНКЕРОВ: «Çĕр улми сутса пĕр миллион тенкĕ ытла таса тупăш илтĕм»

АНАТ ЧАТКАСРИ Андрей Юнкеров фермер чылайранпа ĕнтĕ çĕр улми çитĕнтерет, çак культура пирĕн тăрăхра тупăшлă тесе шутлать. Фермерăн 2025-çулхи шухăш-ĕмĕчĕпе паллашас тесе, эпĕ унпа тĕл пулса калаçрăм.
_ Хама çирĕплетсе панă çĕрĕн кашни гектарĕпе тухăçлă усă курма тăрăшатăп, _ терĕ Андрей Юнкеров. _ Мĕн пур лаптăка кĕркунне лайăх сухаласа хăвартăм. Мĕн акмалли-лартмаллине пуç тавра тарăннăн шухăшласа палăртатăп.
_ Ĕлĕкрех _ колхозсем пур чухне _ çакна: «Çур аки валли хатĕрленĕ ĕç планĕ, _ теттĕмĕр. Андрей Анатольевич, хăвăрăн планăрпа пире те паллаштараймăр-ши?
_ Вăрттăнлăх мар: хаваспах паллаштаратăп. Кăçал 21 гектар _ çĕр улми, 100 гектар _ çурхи тулă тата 100 гектар урпа çитĕнтерме палăртрăм.
_ Калаçăва çĕр улми çинчен пуçларăмăр пулсан, малалла та «иккĕмĕш çăкăр» тавра сăмахлар пулĕ. Пĕр пытармасăр калăр-ха: тупăшлă-и çак культура?
_ Пирĕн тăрăхра, ман шутпа, çĕр улмирен тупăшли урăх çук. Чăнах та, округри хăш-пĕр фермер юлашки çулсенче хĕвел çаврăнăш çитĕнтерме тытăнчĕ. Мĕн чухлĕ тупăш илнине пĕлместĕп, пысăк вăрттăнлăхра тытаççĕ (кулать).
Эпĕ вара пытармастăп: çĕр улми сутса 2024-çулта пĕр миллион тенкĕ ытла таса тупăш илтĕм.
Хальхи вăхăтра çĕр улми хакĕ пысăк, ăна туянакан та нумай. Манăн путвалта çуркунне сутма 10 тонна ытла шултра улма упранать. Округра пурăнакансене вăрлăх валли «иккĕмĕш çăкăрăн» тĕрлĕ сортне мĕн чухлĕ кирлĕ _ çавăн чухлĕ сутма пултаратăп. Ир ĕлкĕрекенни те, вăтамми те, каярах юлса кăлармалли те пур.
_ Андрей Анатольевич, çĕр улми сорчĕсене асăнса тухаймăр-ши.
_ Пурне те калаймастăп _ 10 сорт ытла çитĕнтеретĕп. Ытларах лаптăк çинче «Жуковский ранний» сорт лартса тăватăп. Ир ĕлкĕрекен çак сорт шултра çитĕнет, тути те лайăх. Улмара крахмал хисепĕ 10-12 процентпа танлашать. Гектартан 300 центнер е ытларах та тухăç илме пулать.
«Беллароза» сорт та ир ĕлкĕрет _ 50-70 кунтанах кăларса çиме юрать. Тути питĕ лайăх, шăрăх та типĕ çанталăка та çăмăлрах чăтса ирттерет. Чир-чĕрпе питех аптăрамасть, çĕр улмин нематодине, фитофторозăна парăнмасть.
Ытти сортсем пирки те ыррине çеç калас килет. Сортсене çĕнетсех пыратăп. Акă Мускав облаçĕнчен «Жуковский ранний» элита сорт вăрлăхне 9 тонна туянтăм, çанталăк ăшăтсанах тиесе килетĕп.
_ Çур аки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата минерал удобренийĕ туянма пуçламарăр-и-ха?
_ Иртнĕ кĕркуннех 7 тонна удобрени туяннăччĕ, çывăх вăхăтрах тата 20 тонна илсе килетĕп. Укçине тỹленĕ. Топливо çителĕклĕ: 4 тонна солярка хатĕрлесе хутăм.
Манăн Т-150 тата виçĕ МТЗ трактор пур, вĕсем пурте юсавлă. Кăкарса ĕçлемелли техникăна та кĕркуннех хатĕррисен ретне лартнă. Мана мĕн пăшăрхантарать-ха? Çамрăксем яла юлманнипе, техникăпа ĕçлеме çын тупма йывăр. Çавăн пекех çĕр улмине пуçтарса кĕртме те алă вăйĕ нумай кирлĕ. Юрать-ха, аслă ăру çыннисем ỹркенмеççĕ, вĕсем ватăлса çитсен, кампа ĕçлĕпĕр хирте? Шăмăршă муниципалитет округĕ республикăра çĕр улмине чи сахал лаптăк çинче çитĕнтерни те шухăша ярать. Мĕншĕн ỹркенетпĕр-ха? Е укçа кирлĕ мар-и? Ĕлĕкрех «иккĕмĕш çăкăра» килти хуçалăхсем те хаваспах лартатчĕç, хатĕрлевçĕсене сутса укçа ĕçлесе илетчĕç! Округра хатĕрлев ĕçне йĕркелесе ярсан, çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе çитĕнтерекенсем те нумайрах пулĕç тесе шутлатăп.
...ÇАКĂН пек çĕр çыннин _ уй-хир ĕçченĕн шухăшĕ. Андрей Анатольевич _ экономист мар, агроном ĕçне те хăй тĕллĕн вĕренсе çеç хăнăхать. Апла пулин те, хăш культурăна çитĕнтерсе тупăш ытларах илме май пуррине, ял хуçалăхне аталантарма мĕн чăрмантарса тăнине лайăх ăнланать. Тăрăшуллă çынна ĕçре ăнăçу çеç сунас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.