Артист пулас килет-и?
ЧĂНАХ ТА, артист пулас килет-и сирĕн? Енчен те çак ĕмĕт пур пулсан, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 16 çултан пуçласа 21 çулчченхи çамрăк талантсене Чăваш театр студине йыхравлать. 2025-çулта Мускаври Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕ Чăваш Республикинчи абитуриентсем валли ятарлă актер курсĕ уçать иккен! Çавна май Шупашкарта института вĕренме каяс кăмăллă çамрăксен пултарулăхне тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслеве февралĕн 1-мĕшĕнче театра пымалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-02-21. Эпир Шăмăршăран Валерий Яковлев, Вячеслав Кудряшов, Николай Корчаков пек чаплă артистсем тухасса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр.