Часовньăна Авксентьевсем тăваççĕ

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн январĕн 24-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «1555 проектран 31-ĕшĕ _ шăмăршăсен» статьяра Патирекре часовня туни çинчен çырнăччĕ.

Чăнах та, часовня тăвассишĕн ял çыннисен пысăк пайĕ сасăланă, сасăлавра проект çĕнтернĕ, анчах Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви проекта 2025-çулта пурнăçлама çирĕплетмен. Апла пулин те, Патирекре ĕç чарăнса ларман: хальхи вăхăтра часовньăна Николай Авксентьевпа унăн ывăлĕсем хăйсен укçипе çĕклеççĕ. Тăван ял илемĕшĕн тăрăшакан Авксентьевсене çирĕп сывлăх тата пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатпăр.

С.ИВАНОВ.



31 января 2025
15:19
Поделиться