Елчĕкрен _ çĕнтерỹпе

ÇАК кунсенче Елчĕк муниципалитет округĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче пĕр тăван Владимирпа Петр Сметанинсене _ пултаруллă спортсменсене _ асăнса спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă муниципалитет округĕсемпе Тутарстан командисем хутшăннă. Шăмăршă округĕн чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕ хỹтĕленĕ. Спортсменсем йĕлтĕрпе чупса, шайбăллă хоккей вăййинче тата кире пуканĕ йăтса ăмăртнă.

 Йĕлтĕрçĕсен хушшинче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Вероника Чугунова, Арина Полякова, Арсений Михайлов, Степан Степанов, Алина Федорова, Яна Денисова, Кирилл Иванов, Карина Полякова, Кирилл Козлов, Александра Полякова, Кристина Шомполова, Тимур Степанов малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.



31 января 2025
15:21
Поделиться