Ĕç фрончĕн тутăр çыхнă «салтакĕсем»

Ĕç фрончĕн тутăр çыхнă «салтакĕсем»

1942-ÇУЛХИ çулла фашистсем, Сталинграда туртса илессишĕн урăм-сурăм талпăнса, Атăлăн сылтăм çыранĕпе хула енне тăсăлакан мĕн пур чукун çула бомба хыççăн бомба пăрахса çĕмĕрсе тăкнă.

Совет командованийĕ кăткăс лару-тăру пуласса малтанах пĕлсе тăнă: Сталинграда пулăшас тĕллевпе, васкавлăн Свияжскран Ульяновска çити чукун çул тума йышăннă. Чукун çулпа салтаксене тата çар хатĕрне турттарма палăртнă. 1 пин километра яхăн тăсăлакан çак çул _ каярахпа ăна «Атăл рокади» тенĕ _ Сталинград патĕнче тăшмана аркатса тăкма нумай пулăшнă.Патшалăх Оборона комитечĕ строительство ĕçĕсене хальччен нихçан та пулман пысăк хăвăртлăхпа _ 10 уйăхра вĕçлеме _ задача лартнă.

Пирĕн вулакансенчен чылайăшĕ Совет Союзĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланичченех БАМ (Байкалпа Амур магистралĕ) тума тытăннине, анчах вăрçа пула çак ĕç чарăнса ларнине пĕлмест те пулĕ. «Свияжск_Ульяновск» чукун çула тума тытăнсан рельссене БАМран сỹтсе илсе килнĕ.

«Свияжск_Ульяновск» чукун çула тума тыткăна лекнĕ нимĕçсене хутшăнтарнă, çавăн пекех Ульяновск, Куйбышев (халĕ _ Самара) облаçĕсенчи, Тутар АССРĕпе Чăваш АССРĕнчи колхозниксене _ пурĕ 31556 çынна _ мобилизациленĕ. Архив докуменчĕсенчен «Свияжск_Ульяновск» чукун çула тума пирĕн Шăмăршă районĕнчен 179 çын хутшăнни паллă, 90 проценчĕ ытла _ 17-35 çулти хĕрсемпе хĕрарăмсем. Тĕпрен илсен, колхоз председателĕсем чукун çул тума Улатăр çывăхĕнче окоп чавнисене янă.

... Çынсем талăкра 14-шар сехет ĕçленĕ. Строительство техники пулманпа пĕрех _ кĕреçе, киркка, тачка тата наççилкка çеç. Апат-çимĕçпе медикаментсем тата ĕç тум-тирĕ çитмен. Çул тăвакансем палаткăсенче тата хăмаран çапкаласа тунă, витĕр çил вылякан бараксенче пурăннă. Шпалсене Сĕве юхан шывĕпе сулă туса юхтарнă, хĕрарăмсемпе хĕрсем, бурлак пулса, çав йывăр сулăсене вĕренпе сĕтĕрнĕ.

Стройкăна 18 пăравус çирĕплетсе панă, вĕсем рельсăсемпе шпалсене тата çынсене турттарса тăнă. Пурĕ 354159 шпал тата 19 пин тонна рельса хурса тухнă. Çак йывăр ĕçе хĕрсемпе хĕрарăмсем алăпа йăтса, халтан кайиччен мĕкĕçленсе тунă.

Шăмăршă районĕнчен пынисем Цильна, Пăрăнтăк (халăхра «Восьмой» тенĕ _ авт.), Пăва, Кильдураз станцийĕсене тунă çĕрте ĕçленĕ. Шел те, ĕç фрончĕн «салтакĕсен» ятне-шывне ниçта та кăтартман, «...из Шемуршинского района _ 179, из Батыревского района _ 194 человек» тесе çеç палăртнă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр тỹлевсĕр ĕçлекенсен хушамачĕсем пĕлтерĕшлĕ шутланман çав, çын шучĕ кирлĕ пулнă.

Патшалăх Оборона комитечĕн заданине палăртнинчен маларах пурнăçа кĕртме вăй çитернĕ. «Атăл рокади» пулăшнипе, кĕркунне Сталинградран 600-е яхăн пăравуса, темиçе завод оборудованине, аман- нисемпе беженецсене вырнаçтарнă 26 пин ытла вакуна илсе тухма ĕлкĕрнĕ. Пĕр вăхăтрах, тăшманран хỹтĕленмелли линие çирĕплетме, çар резервĕпе хĕç-пăшал турттарса пынă.

Совет Союзĕн Маршалĕ Георгий Константинович Жуков «Атăл рокадин» строителĕсене чĕререн тав туса çапла каланă: «Эсир Сталинград операцине ăнăçлă пунăçлама, тăшмана çĕнтерме пулăшрăр. Тăван çĕр-шыв Сире нихăçан та манмĕ».

...ТУТАРСТАНРИ Пăва хулинче _ вокзалтан инçех мар _ «Свияжск_Ульяновск» чукун çула тума хутшăннисене асăнса палăк лартнă. Монумент авторĕ _ Пăва хулин хисеплĕ гражданинĕ, техника наукисен кандидачĕ Фарит Садриев. Палăк çине тутарла тата вырăсла çапла çырса хунă: «Без гурурланабыз! Мы гордимся!» Шел, Фарит Садриев чăвашла: «Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр!» _ тесе çырма пĕлмен. «Свияжск_Ульяновск» чукун çула _ «Атăл рокадине» _ тума чăвашсем те йышлăн хутшăннине, вĕсем Сталинград патĕнчи çĕнтерĕве çывăхартассишĕн пысăк паттăрлăх кăтартнине манма юрамасть.

Тăван Шăмăршă округĕнче пурăнакансене çапла чĕнсе каласшăн: атьăр-ха пĕрлехи вăйпа 1942-çулта «Свияжск_Ульяновск» чукун çула тума хутшăннă çынсен хушаматне-ятне тупса палăртар, çак паттăрсене Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарас умĕн чи пысăк чыс туса аса илер.

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Тутарстан Республикин истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).



31 января 2025
15:59
Поделиться