2024-ÇУЛТА Чăваш Республикинче 204 çĕнĕ лавкка, обществăлла апатланăвăн 47 объекчĕ тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен 79 объект уçăлнă. Потребитель рынокĕнчи 48 объекта тĕпрен юсанă. Çĕнĕ суту-илỹ точкисем уçăлни тата 1,5 пине яхăн çынна ĕçе вырнаçма май панă.