«Хăвăртрах мирлĕ ĕçе кỹлĕнесчĕ...»

«Хăвăртрах мирлĕ ĕçе кỹлĕнесчĕ...»

Ятарлă çар операцийĕнчен ентеш отпуска таврăнни çемйишĕн те, ял-çыннишĕн те _ пысăк савăнăç. Çак кунсенче акă СВОран тăван киле Анат Чаткас çамрăкĕ _ Алексей Зиновьев _ канма килнĕ. Пирĕн корреспондент Алексейпе калаçнă, ун ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă.

_ Ырă та телейлĕ самант тĕлне пултăр, Алексей! Çуралнă киле таврăннă тата çывăх çыннусен ытамне лекнĕ ятпа саламлатăп сана!

_ Сывлăх сунатăп, Зинаида Ивановна! Тавах ăшă сăмахшăн.

_ Мĕнлерех-ха санăн кăмăл-туйăму?

_ О-ой, питĕ аван! Тăван килте çур çул пулманччĕ _ шутсăр тунсăхланă эпĕ. Аннем _ Ольга Николаевна питĕ ăшшăн, сĕтел тулли апат-çимĕçпе кĕтсе илчĕ. Тăвансем, тус-юлташ, кỹршĕ-аршă мана курма пуçтарăнчĕç. Пурте хаваслă, кăмăллă. Тепĕр куннех Шупашкара вĕçтертĕм. Кунта ман йăмăксем пурăнаççĕ: Алина _ çемьеллĕ, икĕ ачаллă, Милена _ экономикăпа технологи колледжĕ хыççăнĕçлет. Йăмăксем те тунсăхланă мана. Çывăх çынсемпе ларса пупленине ним те çитмест! Май пур таран аннеме кил- хуçалăхри ĕçсенче пулăшасчĕ-ха тата. Ялти ĕçшĕн те хытă тунсăхларăм.

_ Ял ачи ĕçсĕр лармасть ĕнтĕ. Алексей, астăватăп-ха, СВОна сана ыттисемпе пĕрле 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче ăсатрăмăр. Унтан эсир Ульяновск облаçĕнче çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухрăр. Кайран...

_ Кайран Запорожье тăрăхне лекрĕм. Шăмăршă округĕнчи ентешсемпе пĕрле тăратăп. Манпа пĕрлех _ хамăр ял каччи те _ Евгений Хрисанов. Кашнин _ хăйĕн ĕçĕ. Эпĕ _ стрелок. Пирĕн тĕллев _ Раççейĕн çĕнĕ территорине сыхласси. Эпир _ чăваш, тутар, вырăс çыннисем _ туслă. Блиндажри пурнăçа хăнăхрăмăр. Апат пирки йывăрлăх çук. Чăваш Енрен, уйрăмах _ тăван округран, çуралнă ялтан _ гуманитари пулăшăвĕ çитсен çав тери савăнатпăр. Кучченеçрен, япаларан ытла пирĕн çине тимлĕх уйăрни кăмăла çĕклет. Çыру- открытка мĕне тăрать! Тайма пуç ентешсене пире пулăшу кỹнишĕн. Гражданкăри çынсен шанăçне тỹрре кăларасчĕ тесе тăрăшатпăр. Чĕрепе туятпăр: Çĕнтерỹ Раççей енче пулать! Хам тỹпене пулас Çĕнтерĕве хывни _ мăнаçлăх маншăн!

_ Ку _ патриот сăмахĕ! Алексей, çар условийĕсенче чун çирĕплĕхĕ те кирлĕ, сывлăхпа та тĕреклĕ пулмалла... Çак пахалăхсем ăçтан-ха санăн?

_ Ну, каларăр та! Паллах, ку енсем _ çут çанталăк «парнисем», пĕр енчен. Тата тăван ялăн тĕп шкулĕнче, Палтиел вăтам шкулĕнче илнĕ пĕлỹ-хăнăху, спортпа туслă пулни (çуран чупма юрататтăм), килте атте-анне ĕçе вĕрентни вăйлă витĕм кỹнĕ _ ку тепĕр енчен. Тата аттем _ Виталий Алексеевич (чунĕ канлĕхре пултăр) _ Анат Чаткас тĕп шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем (ОБЖ) вĕрентнĕскер, общество ĕçне хастар хутшăннăскер, маншăн ĕмĕтри сăнар вырăнĕнчех пулнă. Ун тивлечĕпе эпĕ спорт ăмăртăвĕсене, «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене хутшăннă. Çирĕплĕхпе çине тăраслăх, яваплăх çакăнтан пуçланнă пулĕ тетĕп. Аттем хăй вăхăтĕнче пограничниксен çарĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Эпĕ вара Псковра 2016-2017-çулсенче Сывлăш-Десант çарĕнче пиçĕхрĕм.

_ Халĕ Алексей Зиновьев рядовой Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассине малалла тăсать...

_ Çапла. Умри йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтарса, çар задачисене тĕрĕс те вăхăтлă пурнăçласчĕ. Хăвăртрах нацистсене çĕнтерсе çуралнă кĕтесе таврăнасчĕ, 31 тултарса пыракан Алексей Зиновьев вара, ыттисем пекех, мирлĕ ĕçе кỹлĕнĕччĕ.

_ Çакăн пирки пурте ĕмĕтленеççĕ. Тавах, Алексей, калаçма кăмăл тунăшăн. Санпа юлташусене _ мир салтакĕсене _ эпир Çĕнтерỹпе, ырă-сывă кĕтетпĕр. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма Турă пиллетĕр пурсăра та.

Калаçăва Зинаида Воробьева йĕркеленĕ.



31 января 2025
15:38
Поделиться