Картише юртан тасатсах тăмалла

ШĂМĂРШĂРА нумай хваттерлĕ 50 çурт шутланать, вĕсен 27 картишĕ 29000 тăваткал метр йышăнать.

Хĕллехи çил-тăман вăхăтĕнче çуртсен картишне юр хỹсе каять, юра вăхăтра тасатманни çынсене хытă пăшăрхантарать. Çавна май пирĕн редакцие те çăхавпа килеççĕ. Округ администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Максим Кудряшов пĕлтернĕ тăрăх, картишсене подрядлă организацин тасатса тăмалла, çак ĕçе унăн юр çунă хыççăн 24 сехет хушшинче тумалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юртан вăхăтра тасатас ыйтăва округ администрацийĕн пуçлăхĕ ирттернĕ черетлĕ канашлура сỹтсе явнă, подрядчика асăрхаттарса каланă.



31 января 2025
09:23
Поделиться