«Кашни ача кил ăшшине туйтăр...»

Пирĕн корреспондент округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн опека енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕпе Марина Ефимовăпа тĕл пулнă. Калаçу округри опекăна илнĕ ачасем тата вĕсен çемйисем пирки пынă.
_ Ырăран та ырă ĕç кунĕ сунатăп Сире, Марина Анатольевна.
_ Хăвăрăн та ăнăçлă кун пултăр, Зинаида Ивановна.
_ Марина Анатольевна, çемье _ пирĕншĕн тĕрек, чун ăшши, кун-çул пуçламăшĕ пулнине лайăх пĕлетпĕр. Çитĕнекен ăрăвăн малашлăхĕ ытларах вăл мĕнле кил-йышра ỹссе çунат сарнинчен килет, çапла вĕт?
_ Тĕрĕс, лайăх енĕпе палăракан çемьере ача _ телейлĕ, йывăр лару- тăруллинче _ телейсĕр. Пирĕн, опека енĕпе ĕçлекенсен, тĕллевĕ _ тăлăх, çурма тăлăх, «йывăр» çемьери ачасен шăпине çăмăллатасси.
_ Питĕ кăткăс ĕç сирĕн. Педагог та, психолог та, юрист та пулмалла. Йывăрлăхри ача-пăчан малашлăхĕ опекăпа попечительство ĕçченĕсенчен те килет-çке. Эсир миçен вăй хуратăр çак сферăра?
_ Ĕç кăткăслăхĕ пирки тĕрĕсех калатăр, Зинаида Ивановна. Манпа пĕрле тата иккĕн ĕçлеççĕ. Вĕсем _ опека енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертсем: Анна Иванова _ ĕçлеме пултарайман (недееспособные) 18 çултан иртнĕ çынсемшĕн яваплă, Анна Явкинăпа пĕр пек яваплăхпа тимлетпĕр.
_ Марина Анатольевна, халĕ пурнăçа «социаллă тăлăх-турат» («социальное сиротство») термин кĕчĕ. Çакăн пирки ăнлантарăр-ха малтан.
_ Юрать. «Социаллă тăлăх-турат» тени чĕрĕ ашшĕ-амăшĕ пур çинчех вĕсен хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пырса тивет. Çакă йывăр лару-тăруллă çемьесемпе çыхăннă. Тĕп сăлтавĕсем _ ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне воспитани пама пултарайманни тата вĕсене пăхма кăмăл çукки. Пытармастпăр, хăш-пĕр кил-йышра укçа-тенкĕ çук, ашшĕ-амăшĕ йывăр чирлĕ е сусăр _ кун пек чухне ача-пăчана воспитани пама пулмасть. Шел пулин те, ĕçкĕпе (наркоманипе) иртĕхекен, морале хирĕçлекен пурнăç йĕркиллĕ ашшĕ-амăшне пула ачасем çемье ăшшине туяймаççĕ, унран тĕрек илеймеççĕ. Çавăнпах пирĕн тĕп тĕллев «социаллă тăлăх-турат» пулма пултаракан ачасемпе ĕçлесси, çемьесене упраса хăварасси. Йывăрлăхри ачасене тупса палăртрăмăр пулсан, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссипе (КДН), çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенипе (ПДН) пĕрле вĕсене медицина учрежденине, кайран социаллă хỹтлĕх учрежденине е Чăваш Енри Ача çуртне вырнаçтаратпăр. Çав тапхăрта ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕн алкоголизмран сипленме, ĕçе вырнаçма май пултăр. Палăртма кăмăллă, мĕн пур ашшĕ-амăшĕ ачисен умĕнчи айăпа йышăнчĕç, тăван ачисене çемьене тавăрчĕç, тĕрĕс çул çине тăчĕç, çул çитменскерсене воспитани парассинче яваплăх кăтартма тытăнчĕç.
_ Чуна ыраттаракан тĕслĕхсем пурах ĕнтĕ...
_ Çапла, Зинаида Ивановна, ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхĕпе чунсăрлăхне пула ывăл-хĕрĕ хуйхă-асап тỹсет... Ачасене каялла тăван çемьене тавăрас тĕлĕшпе ăнлантару ĕçне те тăтăшах туса пыратпăр. Ашшĕ-амăшĕпе кил-йышри лару-тăрăва сỹтсе яватпăр, çемье хаклăхĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçу йĕркелетпĕр, лайăх çемьесене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатпăр, ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнма канаш паратпăр, юлашки çулсенче алкоголь серепинчен çăлăнмашкăн психотерапевтсен тулли сиплевĕ витĕр тухмашкăн сĕнме пуçларăмăр. Вĕренỹ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен, полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе çыхăнса ĕçлени пире йывăр лару-тăруллă çемьесене вăхăтра тупса палăртма пулăшать. Паллах, уйрăм граждансем те пире çемьесенчи лару-тăру пирки пĕлтереççĕ. Çемьесем вара юридици, консультаци, пурлăх, психологи пулăшăвне илеççĕ. Ку е вăл информаци пирĕн патăмăра çитсенех тỹрех çемьесене тĕрĕслетпĕр. 2025-çулта Çĕнĕ çулхи уявсем вăхăтĕнче _ январĕн 2-тата 7-мĕшĕсенче акă ведомствăсем хушшинчи рейдсене ирттертĕмĕр, социаллă йывăрлăхри 30 çемьене (вĕсенче çул çитмен 54 ача çитĕнет) çитсе килтĕмĕр.
_ Пĕрлехи вăйпа кăна «социаллă тăлăх-туратсене» чакарма, çемьесенчи лару-тăрăва лайăхлатма пулать _ ку тĕрĕсех.
_ Малашне вара, çавăн пек сăлтав пулсан, ачасене усрава илекен çемьесемпе ĕçлеме палăртатпăр.
_ Унсăр май çук ĕнтĕ. Марина Анатольевна, цифрăсене асăнса хăвармаллах. Мĕн чухлĕ тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ача-ха Шăмăршă округĕнче?
_ 2025-çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн округра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă 29 ача шутланать. Вĕсенчен 19-шне 16 çемье усрама илнĕ, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă 8 ачана 6 çемьере воспитани параççĕ.
Вĕсемсĕр пуçне, тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕ опекăна хăйсен ирĕкĕпе панă 2 ачана шута илнĕ. Çавăн пекех усрава илнĕ (усыновленные) 6 ача учетра тăрать. Опекунсен тата ача усрава илнĕ çемьесенче çул çитмен 29 ача, вĕсенчен 12-шĕ _ тăлăх, 17-шĕ ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă. Савăнсах пĕлтеретĕп, 2023-çулта ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă çемьене иртнĕ çул ачисене воспитани памалли правăна каялла тавăрнă.
_ Ачасем тăван çемьене таврăнни _ ырă пулăм! Марина Анатольевна, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси еплерех пирĕн тăрăхра?
_ ЧР Министрсен Кабинечĕн «Тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрĕн ятарлă фондĕнчен пурăнмалли хăтлă вырăн уйăрса памалли йĕркене çирĕплетесси çинчен» Постановленийĕпе килĕшỹллĕн, 2024-çулта ашшĕ-амăш хỹтлĕхĕсĕр юлнă пĕр ача _ пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне, иккĕн Шăмăршă ял территори уйрăмĕнчи çуртăн хваттерне тивĕçрĕç.
Сăмах май, паянхи куна пурăнмалли хăтлă вырăнпа тивĕçтермелли 14 ачана учета илнĕ. Саккăрăшĕн пурăнмалли вырăн илме ирĕк пур, анчах та ку пурнăçа кĕмен-ха. Ыттисем сертификат илмешкĕн заявлени çырнă.
_ Ăнланмалла. Опекăпа попечительство ĕçченĕсем тăрăшнипе, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе çамрăксемшĕн Патшалăхăмăр пулăшăвĕ курăмлă-сисĕмлĕ. Марина Анатольевна, сăмахăра мĕнле вĕçлес килет Сирĕн?
_ Эпĕ хам та _ амăшĕ. Çавна май ашшĕ-амăшне çапла калассăм килет: «Атте-анне пулни _ Турă панă телей. Çак телее упрас тесен, ачамăрсемшĕн чун ăшшине, юратăвăмăра шеллер мар, вĕсемшĕн хỹтлĕх пулар. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, ывăл-хĕршĕн ырă тĕслĕх пулсан воспита- нири кирек мĕнле йывăрлăхран та тухма пулать. Тулли çемьере, туслăхпа юрату хуçаланакан кил-йышра çеç ачасем чăн-чăн Çын пулма ăнтăлаççĕ. Пирĕншĕн ватлăхра тĕрек пулĕç вĕсем. Йывăрлăхри-инкекри ют ачасене, тăлăхсене те пăрахар мар.
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.