Кашни паттăр патне çитмелле
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ хальхи вăхăтра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă 50 фронтовик пурăнать. Пирĕн Шăмăршă округĕнче _ икĕ вăрçă участникĕ.
«Çак паттăр çынсене пула эпир паян пурăнатпăр, çĕр-шыва аталантаратпăр, _ тенĕ ĕç тăвакан органсен тата муниципалитет округĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Пирĕн вăрçа хутшăннă кашни çынпа курнăçмалла, патшалăхăн пулăшу мерисем вĕсем патне çитнипе интересленмелле. Йăла условийĕсене лайăхлатассишĕн тивĕçлĕ мера йышăнмалла. Çавăн пекех Ленинград блокадинче нушаланнисене, тыл ветеранĕсемпе «вăрçă ачисене» те манса хăварма юрамасть».