Кĕр тыррине _ лайăх хак
ИРТНĔ çул республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем 80 пин гектар кĕр тырри акса хăварнă. Çак кунсенче «Россельхозцентр» ФГБУн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн специалисчĕсем кĕр тырри мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслесе тухнă.
_ Кĕр тыррин 94,3 процентне _ «лайăх» тата «вăтам», 5,7 процентне «япăх» тесе палăртрăмăр, _ тенĕ пирĕн корреспондента «Россельхозцентр» ФГБУн республикăри ертỹçи Сергей Павлов. _ Уйрăмах Шăмăршă, Тăвай, Шупашкар, Вăрмар, Пăрачкав, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш тата Йĕпреç округĕсенчи кĕр калчи савăнтарать. Çĕмĕрле, Вăрнар тата Улатăр округĕсенче хăш-пĕр лаптăк çинче кĕрхи тырă пĕтме пултарать.