Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалласа _ уйăхлăх

РЕСПУБЛИКĂРА _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалласа оборонăпа массăллă ĕçсен тата спорт уйăхлăхĕ старт илнĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче округра нумай тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Акă январĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕнче ачасем шывра ишсе ăмăртнă. 25 метра ирĕклĕ стильпе, çурăм çинче, баттерфляй тата брасс мелĕпе ишсе тупăшнă. Ăмăртăва хутшăннисене пурне те пылак призпа чысланă.

Чукал ялĕнчи хоккей коробкинчи вăйă та интереслĕ иртнĕ. Унта Чукал ял территори уйрăмĕнчи «Волга», Шăмăршă ял территори уйрăмĕнчи _ «Центр» тата Патăрьел округĕн командисем тĕл пулнă. «Волга» команда çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Е.ЖОЛОБОВА. 



31 января 2025
10:21
Поделиться