Олег Николаев ветерансене юбилей медалĕ панă

Олег Николаев ветерансене юбилей медалĕ панă

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславкка муниципалитет округĕнчи тыл ветеранĕсене _ аппăшĕпе йăмăкне _ чăн малтисен шутĕнче юбилей медалĕпе чысланă.

«1941-1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕпе Чăваш Республикинче пурăнакан 2,5 пин çынна наградăлама палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Нина Ильиничнăпа Антонина Ильинична Лебедевăсем патне кайса чĕререн тав тунă. Олег Николаев ветерансем историн чĕрĕ свидетелĕсем тата хăйсен вăхăчĕн чăн-чăн паттăрĕсем пулнине, вĕсен ĕçĕ, чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва патриотизм туйăмĕпе юратма хавхалантарнине палăртнă.

Антонина Ильинична вăрçă çулĕсенче колхозра ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ, Сăр çинчи хỹтĕлев сооруженийĕсене тума та хутшăннă. Нина Ильинична вăрçă вăхăтĕнче Куславккари çурт-йĕр тăвакан (домостроительный) завод территорийĕнче вырнаçнă 494-мĕш номерлĕ авиаци заводĕнче вăй хунă. Пĕр тăван Лебедевăсем вăрçă хыççăн та ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнă.

Çак кун Антонина Ильиничнăшăн тепĕр чаплă уяв пулнă _ вăл 100 çул тултарнă. Çулĕ нумай пулин те, çак паттăр хĕрарăм Турă панă кашни кунпа савăнса пурăнать, хăйне пысăк хисеп тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне чĕререн тав тăвать.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



31 января 2025
09:22
Поделиться