Салтак килнĕ отпуска...

Урамра çынсем тăраççĕ,

Калаçаççĕ тем çинчен.

Ак часах вĕсем кураççĕ:

Салтак килет, инçетрен.

Килĕшỹллĕ ун çар тумĕ,

Йăлтăраççĕ медальсем.

Савăнать салтакăн чунĕ:

_ Сывă-и, тăванăмсем!

... Хĕпĕртеççĕ, ыталаççĕ,

Хаклă çын салтак ялта.

Медальне тытса пăхаççĕ.

_ Каласам, мĕнле унта?

Вăрçăран вăл чĕрĕ тухнă,

Çак хитре куна курма.

Суранланнă, юн та юхнă...

Ах, кирлех-ши асăнма?

_ Юлташсем унта патваррăн

Çĕмĕреççĕ тăшмана.

Çĕр-шыва эпир сыхлатпăр,

Мир туптатпăр пурăнма.

Çухату пулать, ăнланăр:

Вăрçă вилĕмсĕр пулмасть.

Пур пĕрех çакна ан манăр:

Руç нихçан та  парăнмасть!

Çĕнтерỹ çумрах, кĕтетпĕр,

Çывхартатпăр шав ăна.

«Фронтпа тыл пĕрле халь», _ тетпĕр,

Пысăк тав ял-йышăма!

... Салтакран нумай ыйтаймăн,

Çирĕп çын сăмах сармасть.

Вăхăта тытса чараймăн:

Отпуск хăвăрт-çке шăвать.

Ак каллех ялтан вăл кайĕ

Çĕнтермешкĕн тăшмана.

Савнине çапла вăл калĕ:

_ Çĕнтеретпĕр! Кĕт мана!

Ив.САЛАНДАЕВ.



31 января 2025
15:43
Поделиться