Сергей Галкин Раççей форумне хутшăннă
ЯНВАРĔН 29-30-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм Раççейри муниципалитетсен «Пĕчĕк тăван çĕр-шыв _ Раççей вăй-хăвачĕ» форумĕ иртнĕ. Ун ĕçне Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин та хутшăннă.
Форум программипе «Çавра сĕтел» хушшинчи калаçу, дискусси тата сесси иртнĕ, ял-хула территорийĕсене хăтлăхпа тирпей-илем кỹрес ыйтăва сỹтсе явнă.
Н.ИЛЬИНА.